Сĕтел çинчи теннис вăй илет
Районти шкулсенче теннис вăййине кăмăллакан ачасем йышлансах пыраççĕ. Çавна шута илсе кашни çулах шкулсенче, район шайĕнче теннисистсен ăмăртăвĕсем иртеççĕ. Пирĕн спортсменсем республикăри турнирсенче те пысăк çитĕнỹсем тăваççĕ. Кунта вара теннисистсен тренерĕсене Николай Максимовпа Федор Гаврилова ырăпа асăнмасăр хăвараймăн. Акă, çак кунсенче пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулсен командисем Кĕçĕн Каçал ялне килсе çитрĕç. Кунти шкулăн спортзалĕнче хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç. Йăлмахва тата Александровка тĕп шкулĕсен спортсменĕсем пĕр пек очко пуçтарса пĕрремĕшпе иккĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç. Виççĕмĕш вырăнта - Хирти Сĕнтĕр шкулĕн туслă команди. Вăтам шкулсен теннисис-чĕсем Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕн спортзалĕнче вăй виçрĕç. Çак шкулăн команди пĕрремĕш вырăна хăйĕн аллинчен вĕçертмерĕ. Тăманлăвыçлисем иккĕмĕш приза çĕнсе илчĕç. Шурутсемпе хиртимăнтăрсем виççĕмĕшпе тăваттăмĕш вырăнсене тивĕçрĕç.
"Каçал Ен"