Вăрлăхпа мĕнле ĕçлетпĕр
Çак вăхăт тĕлне районта пĕтĕм вăрлăхăн 86 проценчĕ акма юрăхлисен шутĕнче. Вăрлăх хатĕрленĕ вăхăтра (тырă вырнă вăхăтра) çумăрлă кунсем пулнă пирки хăшпĕр хуçалăхсенче ГОСТпа пăхнă пек типĕ вăрлăх хураймарĕç. Çавăнпах, кĕлете хывнă вăрлăх чирлĕ пулать, шăтаслăхĕ чакать. Паянхи куна начар шăтакан вăрлăх "Заря", "Пайгас", "Дружба", "Дубовка" хуçалăхсенче 1598 центнер е районти пĕтĕм вăрлăхăн 5 проценчĕ шутланать. Чылай хуçалăхра вăрлăх шăтаслăхĕ 70 процент анчах. Вăрлăхăн шăтаслăхĕ 87 процент кăна пулсан, вăл шăттăр тесен, хĕвеллĕ кунсенче склад алăкĕсене уçса хурса пăтратса тăмалла. Чылай хуçалăхăн вăрлăхĕсене чир-чĕртен тĕрĕслерĕмĕр, кашни парти чирли палăрчĕ. Çавăнпа май килнĕ таран кашни хуçалăхрах тырăсене им-çамласа акмалла. "Красный Октябрь" хуçалăхра вăрлăх енĕпе ĕç япăх. Кунта 30 центнер урпа тата 60 цент-нер пăрçа вăрлăхĕ анчах акма юрăхлă. Çавăн пекех "Дружба" кооперативра та вăрлăх хатĕрлес ĕç кая юлса пырать. Вăрлăх хатĕрлес тата тасатас енĕпе чылай хуçалăх тăрăшса ĕçлерĕ. Районĕпе паянхи кун тĕлне 981 центнер пĕр-пĕринчен пысăк репродукциллĕ вăрлăх туяннă. Хуçалăхсем хушшинче 1005 центнер вăрлăха улăштарнă. Вăрнар районĕнчен "Луч" кооператив 200 центнер урпа вăрлăхĕ туянса килчĕ. "Труд" тата "Луч" хуçалăхсем кăçал пĕтĕм вăрлăха акма юрăхлисен шутне кĕртес тесе чылай тăрăшрĕç. "Трудра" иртнĕ çулхи декабрĕн 1-мĕшĕ тĕлне пĕтĕм вăрлăхăн 21 проценчĕ анчах акма юрăхлăччĕ. Паян вара кунта пĕтĕм вăрлăха акма юрăхлă кондицие лартнă. Асăннă хуçалăхра 830 центнер вăрлăх улăштарнă, вăл шутран 250 центнерне Çĕрпỹри наукăпа тĕпчев институтĕнчен туяннă. Çавăн пекех "Луч" хуçалăх ĕçченĕсем те тăрăшса ĕçленине палăртмалла. Пахалăхлă вăрлăх вĕсен çителĕклĕ, 92 проценчĕ- 1-2-мĕш класлисем. Çак хуçалăх, таблицăра 15-мĕш вырăнта тăрать пулсан та, тырăсен вăрлăхĕпе ĕçлес енĕпе малтисен(виççĕмĕш) ретĕнче тăрать тесех каламалла. Ытти çулсенче хуçалăхсем нумай çул ỹсекен курăк вăррисене тĕрĕслеттернĕ. Кăçал вара виçĕ хуçалăх çеç: "Кызыл сабанча", "Рассвет", "Правда" кооперативсем тĕрĕслеттерчĕç. Çураки çитрĕ те. Вăрлăхпа ĕçлеме вара тăрăшни кăна кирлĕ.
"Каçал Ен"