Ветерансен турнирĕ
Ĕçпе вăрçă ветеранĕсен районти совечĕ хăйĕн çулсеренхи ĕç планĕнче тĕрлĕрен спорт ăмăртăвĕсем ирттерессине палăртать. Мĕншĕн тесен тивĕçлĕ канурисем хушшинче хăйĕн пурнăçне спортпа çыхăнтарнисем те сахал мар. Çĕнтерỹ кунне халалласа нумаях пулмасть районти çамрăксен пултарулăх çуртĕнче ĕçпе вăрçă ветеранĕсем хушшинче шахмат турнирĕ иртрĕ. Çак спорт ăмăртăвне тивĕçлĕ шайра ирттерес тесе агропромышленноçра ĕçлекенсен профсоюзĕн районти комитечĕн председателĕ, вăлах ĕçпе вăрçă ветеранĕсен районти советне ертсе пыракан Ю.С.Тимофеев тата ветерансен советĕнче спорт ĕçне йĕркелесе пыракан В.И. Пундяков нумай тăрăшрĕç. Турнир çивĕч иртрĕ. Шурут шахматисчĕ В.В.Скворцов чи нумай очко пуçтарса ăмăртусен пĕрремĕш парнине çĕнсе илчĕ. Иккĕмĕш вырăн - В.В.Пундяковăн (Комсомольски). Виççĕмĕш вырăна нумай çул районти ялхуçалăх управленийĕнче тĕп зоотехникра вăй хурса тивĕçлĕ канăва кайнă И.Ф.Филиппов çĕнсе илчĕ. Çавăн пекех турнирта Урмаелĕнчи М.К.Медведев, Çĕнĕ Сĕнтĕрти С.В.Зайцев, Комсомольскинчи В.М.Константинов, П.К.Скворцов лайăх кăтартусем турĕç. Ветерансен районти совечĕ шахмат турнирне йĕркелесе ирттерме пысăк пулăшу панăшăн "Тав" компанин представителĕсене И.М.Антоновпа В.Г.Васильева тав сăмахĕ калать, малашне те çак ĕçре пысăк пуçарулăхпа палăрса тăрасса шанать.
"Каçал Ен"