Çĕр ĕçĕ çинее çĕнĕллн пăхмалла
Çураки çывхарса килет. Çĕр ĕçченĕшĕн çак тапхăр питĕ канăçсăр: вăрлăх шăтаслăхне, унăн пахалăхне тĕрĕслемелле, чир-чĕр ересрен имçамламалла, техникăна юсаса çитермелле, вĕсемпе ĕçлеме кадрсем тупмалла, çунтармалли-сĕрмелли материал çителĕклĕ янтăламалла тата ытти те. Пысăк тухăç илес тесен вара вăрлăха çĕр айне варса хăварнипе кăна çырлахаймăн. Çĕр ĕçĕнчи тĕнчери, çĕршыври малта пыракан технологисене алла илмелле, кỹршĕсен опычĕпе паллашни те пăсмасть. Çурхи уй-хир ĕçĕсем пуçланас умĕн çулленхи йăлана кĕнĕ семинар-канашлу кăçал "Слава" ялхуçалăх производство кооперативĕнче иртрĕ. Районти ялхуçалăх предприятийĕсен ертỹçисемпе инженерсем, агрономсем александровкăсем акана хутшăнакан ялхуçалăх машинисене мĕнле хатĕрленипе кăсăкланса машинăпа трактор паркĕнче пулса курчĕç. "Слава" ЯХПК председателĕ А.Потемкин ĕçтешĕсене тырă, сахăр чĕкĕнтĕрĕ акмалли, çĕрулми лартмалли кăкарса ĕçлемелли агрегатсем çинчен каласа пачĕ. Çак хуçалăх çĕрĕç культурине ỹстерес тесе çулсерен çĕнĕ технологие алла илме, çавна май çĕнĕ техника туянма тăрăшать. Кунта çĕрулми лартмалли комплекс пур. Сахăр чĕкĕнтĕрне перекетлĕ акмалли сеялка (сеялка для точного высева) тата ытти агрегатсем туяннă. "Славăсем" кăçал хăшпĕр хирсенче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши тырăсене Пенза меслечĕпе (сухаламасăр, çĕр сийне çавăрса çапмасăр) акса хăварасшăн. Сойăпа, козлятникпа ĕçлеме пуçласшăн. "Иккĕмĕш çăкăра" 80, сахăр чĕкĕнтĕрне 130 гектар çинче акса-лартасшăн. Семинар-канашлу ĕçне ялхуçалăх управленийĕн начальникĕ Г.Киргизов ертсе пычĕ. Тĕп агроном И.Минетуллин кăçалхи çуракин уйрăмлăхĕсем çинче, кивелнĕ, массăллă репродукцие куçнă вăрлăха пысăк пахалăхлисемпе улăштармалли çинче чарăнса тăчĕ. Акă, "Правда", "Пайгас", "Красный Октябрь" хуçалăхсенче çĕрулми вăрлăхĕн пахалăхĕ япăх, "Изамбаевăра" ăна вара пуçĕпех шăнтса янă. "Пĕр çул ỹсекен курăксене акса укçа-тенкĕ тăкаклани, топливăна ахаль çунтарни çеç. Нумай çул ỹсекеннисемпе ĕçлесен аванрах",- терĕ Ильдус Хадзятович. Вăрлăха имçамласа акни- пысăк тухăç никĕсĕ. Республикăра имçам сутакансем, сĕнекенсем чылайăн. Районти хуçалăхсем вара Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕпе, "Агрематко", "Агроконсул" фирмăсемпе тачă çыхăнса ĕçлеççĕ. Çак фирмăсен представителĕсем С.Мерецков, С.Филиппова, З.Фомичева тĕрлĕ ядохимикатсем çинчен каласа пачĕç. Чăваш Республикинчи агропромышленноç кадрĕсен тата специалисчĕсен квалификацине ỹстерекен институчĕн профессорĕ В.Мутиков çĕр ĕçĕнчи çĕнĕ юхăмсем, технологисем çинчен сăмах пуçарчĕ. Хуçалăхсен ертỹçисемпе специалис-чĕсемшĕн питĕ усăллă, кирлĕ тема пулчĕ ку. Паллах, çак куçăм тапхăрĕ ик-виçĕ уйăха, çулталăка çеç пымĕ. Малтан çынсен хăйсен ăнланăвне улăштармалла, кайран çĕнĕ меслетсем çине куçмалла. Çапах та пирĕн районти ЯХПКсен ертỹçисенчен чылайăшĕ çак утăма тума хатĕр теме май пур. Акă, нумаях пулмасть тăватă руководитель Украинăри пĕр хуçалăха çитсе унти опытпа паллашнă, хăйсем валли пахи, усăлли питĕ нумай курнă-илтнĕ. А.Потемкин, М.Афанасьев ĕçтешĕсене унти Днепропетровск облаçĕнчи "Союзагро" акционерлă общество ĕçĕ-хĕлĕ çинчен питĕ кăсăклă каласа пачĕç. Н.Воронова агрохимик тăпран пулăхлăхне упрас тĕлĕшпе тумалли ĕçсем пирки, ялхуçалăх управленийĕн тĕп инженерĕ В.Галкин районти техника паркĕнчи лару-тăру, ĕç сыхлавĕ, хăрушсăрлăх техники пирки сăмах пуçарчĕç. Чăваш Республикин Правительстви çурхи ака-суха ĕçĕсене ирттерме ялхуçалăх предприятийĕсене çулсеренех çăмăллатнă кредит парса пулăшать. Перекет банкĕн пирĕн районти уйрăмĕн управляющийĕ Е.Кополухина каланă тăрăх, кăçал та районти 13 хуçалăх çăмăллатнă йĕркепе 19,5 миллион тенкĕлĕх кредит илме ĕлкĕрнĕ. Çакă ял хуçалăхĕшĕн питĕ пысăк пулăшу. Семинар-канашлу ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕ Г.Волков, ЧР физкультурăпа спорт министрĕ В.Краснов хутшăнчĕç, сăмах каларĕç.
"Каçал Ен"