Комсомольский муниципальный округ

Çỹп-çапран тасатмалла

Çанталăк ăшăтрĕ, юр кайса пĕтрĕ. Юр айĕнчен вара хĕлĕпе пухăннă çỹп-çап, тĕрлĕрен тасамарлăх тухрĕ. Хăшпĕр организацисемпе уйрăм çынсем хăйсен умĕсене халех тасатма пикенчĕç те ĕнтĕ. Çынсен ытларах пайĕ апрелĕн 30-мĕшĕнче субботник ирттерме шутлать. Тепĕр кунне- Мункун. Çак куна та урамри тирпейлĕхпе кĕтсе илсен питĕ лайăх пулмалла. Уяв пуçличчен урамсене тасатасчĕ. Мункун умĕн пỹрт-çуртсене çуса тирпейленĕ. Картишсемпе урамсене илем кỹртесси çеç юлать. Мункун умĕн пурин те субботника тухсан аван. Йĕри-тавра таса пулни хамăршăн лайăх.


"Каçал Ен"
23 апреля 2005
00:00
Поделиться