Комсомольский муниципальный округ

Малалла ăнтăлаççĕ

"Труд" ялхуçалăх кооперативĕн Чĕчкенти сĕт-çу ферми кăçалхи 3 уйăхра пĕтĕмпе 1342 центнер сĕт суса илнĕ. Кунти кашни ĕне 838-шар килограмм сĕт антарнă. Ку кăтарту районта лайăххисен шутĕнче. Юлашки вăхăтра сăвăм та, выльăхсен ỹт хушаслăхĕ те ỹссе пыни палăрать. Çакă чи малтанах тĕп зоотехникран А.И.Гордеевран, ферма заведующийĕнчен М.С.Хуснетдиновран тата ĕçлекенсенчен килет. Кооператив председателĕ В.П.Николаев та фермăри кăтартусемпе интересленсе тăрать, вĕсем çине тимлĕх уйăрать. Специалистсен ыйтăвĕсене çийĕнчех татса пама тăрăшать. Анатолий Иванович 20 çул ытла ветврачра вăй хунă. Кăçал ăна тепĕр яваплă ĕç шанса панă. Халĕ вăл ветврач та, зоотехник та. Минадий Сеидович та нумайранпа выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче тăрăшать. Вăл кăна мар, ытти дояркăсемпе скотниксем те чылайранпа ферма çулне такăрлатаççĕ. Акă, Зинаида Тарасова кăçалхи 3 уйăхра хăйне çирĕплетсе панă кашни ĕнерен 1030 килограмм сĕт суса илнĕ. Ĕç стажĕ те унăн 20 çул ытла. Валентина Пурлушкина та чылайранпа фермăра ĕнесем сăвать. "Пĕрне ырласа, теприне хурласа калас килмест. Пурте тăрăшуллă, хăйсен ĕçне лайăх пĕлеççĕ. Дисциплина çирĕп пирĕн",_-тет М.Хуснетдинов. Унăн мăшăрĕ те, Руфия, фермăрах вăй хурать. Районти чылай фермăра кормоцех ĕçлемест пулсан, кунта ăна хута янă. Унта шăпах Р.Хуснетдинова тăрăшать. Çамрăк пăрусем валли апат хатĕрлесе парать. Пултаруллă ĕçченсем те-нĕрен, Елена Зверева, Суимбике Мухутдинова, Фезиле Минибаева дояркăсем те фермăра пĕрремĕш кун мар. Вĕсен ĕç кăтартăвĕсем те район шайĕнче япăххисен шутĕнче мар. "Пăруламалли ĕнесене пăхакансем те, çамрăк пăрусенчен ĕне тăвас текенсем те, вăкăрсем самăртакансем те ĕçре маттур тесех калас килет",- калаçăва хутшăнать А.Гордеев. А.Кириллова, Л.Николаева, В.Губанов, Р.Хайретдинов, А.Волков тата ытти ĕçченсем пирки те ырласа çеç сăмах каларĕ вăл. В.Волкова çамрăк пăрусем пăхать. Н.Волков хĕллехи вăхăтра выльăх-чĕрлĕх самăртать, çу кунĕсенче кĕтĕве тухать. Аслисен тăрăшулăхне кура ачисем те мĕн пĕчĕкрен ĕç çумне çыпçăнса ỹсеççĕ. Фермăн пурлăх никĕсĕ çирĕп. Кунта ĕçлеме условисем çителĕклĕ. Витесем лайăх. Сĕт паянхи кун тупăшлă продукци шутланать. Çавăнпа та унăн пахалăхĕ çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Сĕте сивĕтсе сутаççĕ. Сĕтри çу хисепĕ 3,9 процентпа танлашать. Сутăнакан çак продукцин 90 ытла проценчĕ 1-мĕш сортпа каять. Халăхран сĕт пуçтарассине те лайăх йĕркеленĕ. Ĕнен сĕчĕ чĕлхи вĕçĕнче, теççĕ. Кунта иртнĕ çул кашни условнăй выльăх пуçне 28 центнер апат единици чухлĕ выльăх апачĕ хатĕрленĕ. Юлашки вăхăтра выльăхсене çитернĕ чухне сĕте улăштаракан хутăшпа усă кураççĕ. Çакă продукци илессине аванах пысăклатать. Сăвакан ĕнесен рационĕ те япăх мар. Ирхине ĕçе килсенех (5 сехет те 30 минутра) утă параççĕ. 6 сехетре ирхи сăвăм пуçланать. Рациона жмых та кĕртнĕ. Ку та продуктивлăх çине витĕм кỹрет. "Хальхи вăхăтра кунта кашни ĕнерен 12,1 килограмм сĕт сăваççĕ. Çу кунĕсенче хăшпĕр çулсенче ĕнесем кашниех 18-19-шар килограмм сĕт антарнă. Çак кăтарту патне ăнтăлатпăр. Сĕт пулсан, хуçалăхăн укçи-тенки те пулать. Ĕçлекенсен ĕç укçи çинче те палăрать",- тет М.Хуснетдинов. 


"Каçал Ен"
23 апреля 2005
00:00
Поделиться