Комсомольский муниципальный округ

Пасар урăх вырăна куçать

"Таныш" пасар çурчĕ йĕри-тавра, урамра суту-илỹ точкисем çав тери нумайланса кайрĕç. Сĕтелсемпе уйрăм машинăсем çинче тавар сутакансем те йышлă. Иртсе çỹреме те çук. Çумранах асфальт çулĕ иртет. Ун тăрăх та машинăсем умлăн-хыçлăн чупаççĕ. Çуран çỹрекенсемшĕн те, суту-илỹ тăвакансемшĕн те хăрушлăх кăларса тăратаççĕ. Инкек курасси те инçе мар. Çỹп-çап нумай тăкăнса юлать. Никам та хăйĕн хыççăн тасатмасть. Çакна шута илсе район администрацийĕ сутуçăсене урăх вырăна куçарма шутлать. Унччен газ участокĕ пулнă вырăнта пасар пулмалла. Çĕре якатмалла, вак чул тăкмалла, асфальт сармалла. Çак ĕçсем хĕллех пуçланнă ĕнтĕ. Çĕр типессе, ăшăтасса çеç кĕтмелле.


"Каçал Ен"
23 апреля 2005
00:00
Поделиться