Комсомольскисем пултаруллă
Çĕнтерỹ уявĕ çывхарса килнĕ май республикăри районсен социаллă хỹтлĕх пайĕсенче ĕçлекенсен те ятарлă фестивалĕ иртнĕ. Апрелĕн 21-мĕшĕнче Шупашкарти П.Хусанкай ячĕллĕ Культура керменне социаллă хỹтлĕх органĕсен художествăлла пултарулăх коллективĕсем пухăннă. Сцена çинче пурĕ 39 коллектив хăйĕн пултарулăхне кăтартнă. Пирĕн район администрацийĕн социаллă хỹтлĕх пайĕнче вăй хуракансем фестивальре "Вспомни годы фронтовые, грозовые..." литературăпа музыка композицийĕ кăтартнă. Пысăк пултарулăхпа палăрнă кунта комсомольскисем, фестиваль лауреачĕ пулса тăнă. Саламлатпăр тăрăшуллă ĕçченсене, уйрăмах районти социаллă хỹтлĕх пайĕн заведующине И.А.Никитинана, ĕçре кулленхи ăнăçу, творчествăра çĕнĕрен те çĕнĕ çитĕнỹсем тума иксĕлми вăй-хал, тулли телей сунатпăр.
"Каçал Ен"