Комсомольский муниципальный округ

Тирпей-илем хамăршăн

Чăваш Эльпуçĕ - пысăках мар ял. Кунта тăрăшуллă та хастар, пултаруллă çынсем пурăнаççĕ, кашнийĕ яла илемлĕрех тăвассишĕн вăй хурать. Акă, апрелĕн 22-мĕшĕнче чăвашэльпуçсем ир-ирех пурте пĕрле пуçтарăнчĕç. Ял администрацийĕ пуçарнипе (специалисчĕ М.А. Иванова) çак кун ял çыннисем тирпей-илем кĕртес енĕпе субботник ирттерчĕç. Яла пырса кĕрекен лапама юр айĕнчен тухнă тасамарлăхран тасатрĕç. Çỹп-çап тăкакан вырăна тирпейлерĕç. Çамрăксемпе пĕр танах ваттисем те тăрăшрĕç. Вĕсем хушшинче З.Сметанина пенсионеркăна, Л.Иванова колхозницăна палăртмалла. Шкул ачисем те яла тирпей-илем кĕртессинчен айккине пăрăнса юлмарĕç. Ашшĕ-амăшĕсемпе пĕрле уйрăмах Сашăпа Вова Легостинсем маттур ĕçлерĕç. Тăрăшрĕ ял халăхĕ. Паян тирпей-илем куçа илĕртет. Эльпуçсен тĕллевĕсем пысăк. Акă, апрелĕн 29-мĕшĕнче вĕсем ял çывăхĕнче чăрăш посадки, кĕтỹ тапăрта тăракан вырăнта йăмра хунавĕсем лартма палăртрĕç. Ял илемĕшĕн хамăрăн тăрăшмалла, пире никам та килсе тасалăхпа тирпейлĕх туса парас çук.


"Каçал Ен"
27 апреля 2005
00:00
Поделиться