Черетлĕ ларура
Иртнĕ кĕçнерникун санитарипе эпидемие хирĕç кĕрешекен районти комиссин ларăвĕ пулса иртрĕ. Ăна комисси председателĕ, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Г.Киргизов йĕркелесе ертсе пычĕ. Пирваях район больницин тĕп врачĕн çумĕ Т.Тимергалеева ВИЧ-инфекцие хирĕç кĕрешес енĕпе профилактикăлла ĕçсем тунипе паллаштарчĕ. Санэпиднадзорăн районти филиалĕн заведующийĕ В.Белявский ял çыннисем геморрагилле сивчирпе чирлесси мĕнлерех шайра пулни тата ăна хирĕç кĕрешмелли профилактикăлла ĕçсем çинче чарăнса тăчĕ. Çак ыйтусене сỹтсе явса районти шалти ĕçсен пайĕн обществăлла хăрушсăрлăх милицийĕн начальникĕ А.Ларионов, ветстанци начальникĕ Р.Велимухаметов, вĕрентỹ управленийĕн методисчĕ М.Иванова, санэпиднадзорăн районти филиалĕн специалисчĕ О.Кузьмина, "Каçал ен" хаçат сотрудникĕ З.Соловьева тухса калаçрĕç. Ларăва хутшăннисем ти-вĕçлĕ решенисем йышăнчĕç.
"Каçал Ен"