Техника юсавлă пултăр
Çурхи ака-суха ĕçĕсем çывхарсах пыраççĕ. Районти комисси апрель уйăхĕнче пур ял хуçалăх предприятийĕсенче те пулса курчĕç. Хатĕрленỹ ĕçĕсем тунă. Анчах та пур çĕрте те пĕр евĕрлĕрех ỹкерчĕк мар. Маларах иртнĕ техника тĕрĕслевĕ çине пысăк тимлĕх уйăракан хуçалăхсенчи лару-тăрупа хаçатра паллаштарнăччĕ. Йывăрлăхсем пур пулин те техникăна лайăх хатĕрленĕ, вĕсенче пысăк кăлтăксем çук. "Пайгас" ял хуçалăх кооперативĕнче те техосмотра кăçал аванрах хатĕрленнине палăртмалла. Уйрăмах кустăрмаллă тракторсен паркĕ аван. Темиçе трактор юсав мастерскойĕнчеччĕ. Вĕсене халиччен юсаса хатĕрленех. Механизаторсен ĕçлес кăмăлĕ пысăк. Кунта прицепсен тормозĕ пирки лару-тăрăва лайăхлатмалла. Çак ыйту "Тăманлă Выçлири кирпĕч завочĕ" акционерлă обществăра та пур. Кунти тракторсен пысăк грузсемпе ĕçлеме тивет, завод сăртлă вырăнта вырнаçнă. Кунти тракторсем пурте тенĕ пекех юсавлă. Юлашки вăхăтра пулса курнă хуçалăхсенчен "Изамбаево" тата "Красное Сормово" хуçалăхсенче ĕç-пуç япăххине палăртмалла. Эпир унта çитнĕ чухне пĕр трактор та юсавлисен ретĕнче марччĕ. Хăшпĕр тракторсемпе ĕçлекенсем те çук. Механизатор кадрĕсем çитменни районти кашни хуçалăхра тенĕ пекех палăрать. Уйрăмах çакă "Алга", "Урожай", "Восток" хуçалăхсенче сисĕнет. Ку кооперативсемпе колхозра техника йышĕ пĕчĕк мар, анчах чылайăшĕпе ĕçлекен механизаторсене тупманччĕ-ха. Производствăра çулсеренех ăнăçлă ĕçлекен механизаторсем яланхи пекех хăйсене шанса панă техникăна тĕрĕслесе пахалăхлă ĕçлесе укçа-тенкĕ тумаллине лайăх ăнланаççĕ. Уй-хирте пахалăхлă вăй хуни вара вĕсен ĕç укçи çине витĕм кỹрет. Иванпа Юрий Фадеевсем ("Правда"), В.И. Кириллов( "Госсорткомиссия"), О.М. Александровпа В.А.Миронов ("Турхан"), Г.Е.Портновпа Ю.Г. Ильин(Атласкин фермер хуçалăхĕ), В.В.Рябчиковпа В.И. Груздев( "Культура"), Р.А.Зайцев ("Красный маяк") механизаторсем ĕçлекен техника юсавлă. Ун пеккисем татах та пур. Анчах та тракторсене техника тĕрĕслевĕ тĕлне çеç хатĕрлемелле мар, вĕсене кунсерен пăхса тăмалла. Паянхи кун техника хакĕ питĕ пысăк. Çавăнпа та унăн ĕмĕрне вăрăмлатас енĕпе ĕçлемелле. Ял хуçалăх предприятийĕсем енчен илсен "Правда", "Госсорткомиссия", "Кызыл сабанча", "Урожай", "Восток" хуçалăхсенче техника хатĕрленĕвĕ лайăх шайра пулнине палăртмалла. Пĕтĕмĕшле мĕн каламалла-ха? Удостоверени çук е вĕсене çĕннисемпе улăштарман механизаторсене ĕçе хутшăнтармалла мар. Ĕç тата техника хăрушсăрлăхĕ пирки манса кайма юрамасть. Механизаторсен те асăрхануллă пулмалла. Вĕсене çак енĕпе вĕрентнĕ, çавăнпа та ака-суха ĕçĕсене хутшăнакансене те аса илтерсе тăмалла. Ял хуçалăх машинисене, кăкарса ĕçлемелли агрегатсене юсаса хатĕррисен ретне лартассине те вĕçлемелле. Хăшпĕр хуçалăхсем хире тухнă та. Ку статьяра трактор пур уйрăм çынсене те асăрхаттарса хăваратпăр. Иртнĕ çул пĕтĕм йышран уйрăм çынсен тракторĕсен 35 проценчĕ анчах техника тĕрĕслевĕ витĕр тухнă. Кăçал вара ку енĕпе çирĕп мерăсем пулĕç. Техника тĕрĕслевĕ тухман тракторсен хуçисене административлă йĕркепе явап тыттарма тивĕ. Çураки яваплă тапхăр. Çавăнпа та уй-хир ĕçĕсем пуçланиччен пур çĕрте те техникăна кирлĕ шая хатĕр-лесе çитерер.
"Каçал Ен"