Ырă хыпарсем
Тавралăх илемĕшĕн
Çанталăк ăшăтсах пырать. Çак вăхăтра кашниех урамсемпе садсене тĕрлĕ йывăç-тĕм лартма тăрăшать. Акă, çак кунсенче Виçпỹрт-ре пурăнакансем те шкул, клуб пахчисенче, çырма хĕррисене 500 тĕп ытла йывăç лартрĕç. "Эпир пурăнакан тавралăх малашне тата илемлĕрех пултăр",- терĕç.
Йывăç лартрăмăр
Çĕнĕ Шăхранта субботника чылай çын хутшăнчĕ. Унта урамсене, тĕрлĕ учрежденисен территорийĕсене тирпей-илем кĕртрĕç. Çавна май клуб йĕри-тавра 50 тĕп тĕрлĕ йывăç лартрăмăр.
Ватă çынна пулăшаççĕ
Валентина Мироновна Кузнецова Çĕнĕ Шăхран шкулĕнче техничкăра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. Халь ватă пĕчченех пурăнать. Ăна Максимпа Павлик Чукмаревсем тăтăшах тĕрлĕ ĕç туса пулăшаççĕ. Çакăншăн хĕрарăм чун-чĕререн савăнать, ачасемпе вĕсен ашшĕ-амăшне, вĕрентекенсене тав тăвать.