Комсомольский муниципальный округ

Кĕске хыпарсем

Конкурсра- виççĕмĕш Нумаях пулмасть районти культура çуртĕнче социаллă ĕçченсен професси ăсталăхĕ енĕпе республикăри конкурсăн зонăри VII этапĕ иртнĕ. Ăна Аслă Çĕнтерỹ пулнăранпа 60 çул çитнине халалланă. Конкурс девизĕ- "Çĕнтерỹçĕсен ăрăвне юратмалла, хакламалла". Зонăри конкурсра Улатăр, Патăрьел, Вăрнар, Йĕпреç, Канаш, Пăрачкав, Елчĕк, Тăвай, Шăмăршă тата пирĕн районти социаллă ĕçченсем тупăшнă. Конкурса хутшăнакансене район администрацийĕн пуçлăхĕ Г.Волков, ЧР ĕç, социаллă тата демографи политикин министрĕн çумĕ А.Коршунов саламланă, вĕсене ăнăçу суннă. Социаллă ĕçченсем "Саламлани", "Социаллă ĕç теорийĕпе практики", "Ăстаçăсем", "Кил хуçи хĕрарăмĕсем", "Ситуациллĕ ыйтусене татса парасси", "Творчество ĕçĕ", "Куракансемпе хăйсене хавхалантаракансен конкурсĕ" номинацисенче хăйсен пултарулăхне кăтартнă. Конкурса хутшăнакансем хăйсем суйласа илнĕ ĕçе чăннипех те юратнине кăтартса панă. Ырă ĕç тусан çеç ырри таврăнать. Вĕсен тивĕçĕ- пулăшу кĕтекенсемшĕн тăрăшасси. Çакна конкурсра çирĕплетсе панă. Жюри Улатăр тата Шăмăршă районĕсенчен килнĕ социаллă ĕçченсем хыççăн, пирĕн районти Наталия Алексеевна Павлова виççĕмĕш вырăн йышăннине пĕлтернĕ. Вăл килте социаллă пулăшу паракан ĕçчен пулса тăрăшать. Наталия Алексеевнăна малашне те ăнăçу сунар. 

Лауреат ята çĕнсе илнĕ Районти искусство шкулĕн ташăçăсен уйрăмĕн воспитанникĕсем республикăри "Чăваш ен чечекĕсем" фестивальтен таврăннă. Çак фестивале Аслă Çĕнтерỹ пулнăранпа 60 çул çитнине халалланă. Унта комсомоль- скисем чăннипех те ăста пулнине çирĕплетсе панă. Вĕсем фестиваль лауреачĕсем ята, "Ника" кубока çĕнсе илнĕ. Вĕсем чăннипех те маттур.

Сувенирсем хатĕрленĕ Эльпуç ял администрацийĕнчи вĕрентỹ, медицина тата культура ĕçченĕсем яланах тĕрлĕ мероприятисенче хăйнеевĕрлĕхпе палăрса тăраççĕ. Çуллахи ыркăмăллăх эрни акципе килĕшỹллĕн Хирти Явăшри "Колобок" садикре тата Эльпуçĕнчи библиотекăра Аслă Çĕнтерĕве халалласа ятарлă кĕтессем йĕркеленĕ. Ача сачĕн заведующийĕ В.Никифорова тата Е.Павлова библиотекарь тĕрĕсем урлă вăрçă хăрушлăхне аса илтернĕ. Вăрçă ветеранĕсем, тыл ĕçченĕсем, салтак арăмĕсем валли Çĕнтерỹ кунĕ тĕлне "Ăста алăсем" кружока çỹрекенсем сувенирсем хатĕрленĕ. 



"Каçал Ен"
04 мая 2005
00:00
Поделиться