Комсомольский муниципальный округ

ВИКТОРИНА ПУЛЧĔ

Районти тĕслĕх библиотекăра Аслă Çĕнтерỹ 60 çул тултарнине халалласа "Çав манăçми çулсене пуç таятпăр" ятпа тематикăлла каç иртрĕ. Унта Комсомольски пĕрремĕш вăтам шкулĕнче 10-мĕш класра вĕренекенсем хутшăнчĕç. Малтанах ачасем вăрçă çинчен документлă фильм курчĕç. В.Боровкова, Л.Морозова, Е.Савельева библиотекарьсем Тăван çĕршыв ирĕклĕхĕшĕн фронтра тăшманпа кĕрешнĕ тата Çĕнтерỹ кунне çывхартассишĕн тылра ырми-канми ĕçленĕ ентешсем çинчен каласа пачĕç, салтаксен çырăвĕсене вуларĕç. Вăрçă вăхăтĕнчи юрăсем янăрарĕç, сăвăсем шăранчĕç. "Эсĕ вăрçă çинчен мĕн пĕлетĕн(" викторинăна ачасем активлă хутшăнчĕç, "Память" ("Астăвăм") кĕнекепе паллашрĕç. Вĕсем кĕнекере хăйсен аслашшĕсемпе асламă-шĕсен, кукашшĕсемпе кукамăшĕсен, тăванĕсен хушамачĕсене шыраса тупрĕç. .


"Каçал Ен"
07 мая 2005
00:00
Поделиться