Комсомольский муниципальный округ

АСРА ТЫТАТПĂР

Эльпуç ял администраци-йĕнчи 5 ялтан Аслă Отечественнăй вăрçа 412 çын тухса кайнă, вĕсенчен 176 салтак кăна таврăннă. Халĕ 7 çын анчах пурăнать. Вăрçăра çĕнтернĕренпе 60 çул çитнине чысласа паттăрсене асăнса митинг иртрĕ. Ăна ял администрацийĕн пуçлăхĕ В.Яковлев йĕркелесе, ертсе пычĕ. Митингра вăрçă участникĕ С.Алиуллов, Хирти Явăш вăтам шкулĕн директорĕ Н.Ильин, ветерансен совечĕн председателĕ Е.Иванов, район депутачĕ В.Гордеев тухса калаçрĕç. Г.Фахрутдинов ветерана "Белоруççие ирĕке кăларнăранпа 60 çул" медальпе №хăй митинга тухайманнипе ăна килне кайса№ наградăларĕç. М.Ильязовăпа Е.Павлова ветерансене хăйсем тĕрлесе хатĕрленĕ алшăллисем пачĕç. Ăна рамкăсемпе илемлетнĕ. Ветерансене манмастпăр, вĕсене яланах асра тытатпăр.

 

 

 Чĕчкен ял администрацийĕнче пурăнакан вăрçă ветеранĕсене чыслама район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Г.М.Киргизов килнĕ. Вăл вĕсене çĕнтерĕве çывхартас енĕпе чун-чĕререн тăрăшнăшăн саламланă. Ял администрацийĕн пуçлăхĕ Р.Р.Абулханов та вĕсен ячĕпе ăшă сăмахсем каланă. Вăрçа хутшăннисем, тылра ĕçленисем, салтак арăмĕсем ялсенче сахаллансах пыраççĕ. Уяв ирттерме район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ Х.С.Идиатуллин, Ю.Г.Лукиянов предприниматель спонсорла пулăшу панă. Икĕ ялти шкул ачисем концерт кăтартнă. 



"Каçал Ен"
14 мая 2005
00:00
Поделиться