Комсомольский муниципальный округ

ÇĔНТЕРỹ ЯЧĔПЕ ПАРК ПУЛĔ

Кăçал Аслă Çĕнтерỹ пулнăранпа 60 çул çитнине, пĕтĕм çĕршыври пекех, пирĕн районта та анлă паллă турĕç. Нĕркеç вăтам шкулĕнче вĕренекенсем вара çĕнтерỹ уявне хăйне евĕр парнепе кĕтсе илчĕç. Вĕсем Хирти Сĕнтĕр ялĕ çывăхĕнче 12 гектар çине йывăçсем лартса хăварчĕç. Хирти Сĕнтĕр ял администрацийĕнчен чылай çын фронта тухса кайнă. Вăрçа кайнисенчен нумайăшĕ яла каялла çаврăнса çитеймен. Вĕсене тата тылра ĕçленĕ ачасемпе хĕрарăмсене халалласа малашне ку тăрăхра парк ешерĕ. Йывăç лартас ĕçе Нĕркеç шкулĕн пĕтĕм коллективĕ хутшăннă. Эпир пынă чухне 10-мĕш класра вĕренекенсем çул айккине виçĕмçул лартнă 4 гектар лаптăк çинчи йывăçсем хушшинче чĕрĕлмен хунавсем вырăнне çĕннисем лартас енĕпе ĕçлетчĕç. Ачасем пысăк хавхаланупа вăй хуратчĕç. Ку шкул коллективĕ чăннипех те маттур. Иртнĕ çул вĕсем 15 гектар çине чăрăш, хыр, лиственница, хурăн хунавĕсем лартса хăварнă. Районта йывăç лартас енĕпе ĕçленĕ шкулсем хушшинче ирттернĕ конкурсра нĕркеçсем пĕрремĕш вырăн йышăннă. Пĕлтĕр 15 гектар çине лартнă йывăçсем лайăх чĕрĕлеççĕ. Çакна хамăр куçпа курса ĕнентĕмĕр. Хирти Сĕнтĕр ялĕн тăрăхĕнче малашне пысăк вăрман пуласса шанма пулать. Ку тăрăха унччен хир енчисем тесе каланă. 1997 çулта лартнă чăрăшсемпе хырсем №2 гектар№ пĕчĕк вăрман пулса кайнă. Унта çынсем кăмпа пуçтарма та çỹреме пуçланă. Кайăк-кĕшĕк иленнĕ. Ку тăрăхра йывăç лартас ĕçе Комсомольски вăрман хуçалăхĕн ертỹçи А.Н.Гри- горьев йĕркелесе пынă. Комсомольски вăрман хуçалăхĕн питомникĕнчен 66 пин тĕп хунав кăларса килнĕ. Хыр, чăрăш, лиственница, хурăн хунавĕсене çỹлерех асăннă шкул ачисене ларттарас ĕçе А.В.Рипанов аслă мастер, Г.М.Козлов тĕп лесничи йĕркелесе тăнă. Эпир пынă чухне те вĕсем унтахчĕ. Кăçалхи çула ЧР Президенчĕ Н.Федоров "Садсемпе парк-сен çулталăкĕ" тесе палăртнă. Нĕркеç вăтам шкулĕн-че вĕрентекенсемпе вĕренекенсем йывăç лартас енĕпе кăçал та палăрса тăраççĕ. Ку ырă йăлана ытти шкулсен те пурнăçа кĕртмелле. Паян йывăç лартнă шкул ачисем малашне хăйсен ĕçĕпе мăнаçланĕç. Хирти Сĕнтĕр ялĕ çумĕнче 30 ытла гектар çинче вăрман кашласа ларасса шанас килет.


"Каçал Ен"
14 мая 2005
00:00
Поделиться