Комсомольский муниципальный округ

Дубовкăсемшĕн те çĕнтерỹ çăмăл килмен

Аслă Çĕнтерỹ çывхарнă кунсенче Дубовкăра яланлăхах асра юлмалли тĕрлĕ мероприятисем иртрĕç. Малтан ял халăхĕ культура çуртне пуçтарăнчĕ. Савăнăçлă пухăва Комсомольски ял администрацийĕн, "Дубовука" ООО-н представителĕсем хутшăнчĕç, пурне те уяв ячĕпе ăшшăн саламларĕç, вăрçă, тыл ветеранĕсене парнесем пачĕç. Ун хççăн Дубовка пуçламăш шкулне тата ача садне çỹрекен ачасем ял çыннисене чаплă концерт парнелерĕç. Малалла савăнăçлă уяв шкул картышĕнчи ашĕл курăклă территорире иртрĕ. Ял халăхĕ тĕрлĕ спорт мероприятисене хутшăнчĕ. Пĕрисем кире пуканĕ Йăтассипе тупăшрĕç, теприсем михă тăхăнса сикрĕç, виççĕмĕшсем велосипедпа ăмăртрĕç. Футбол мечĕкĕпе выляма юратакансем те ăна сиктерсе хăйсен ăсталăхне кăтартрĕç. Çак ăмăртусенче пысăк пултарулăхпа палăрнисене те асăнса хăвармалла. Вĕсем - Вячеславпа Илья Ефимовсем, Даша Тихонова, Люда Чаркина, Дмитрий Козин, Саша Бахтеров, Андрей Митюков, Галя Волкова, Оля Боровкова, Сергей Алексеев, Виктор Иванченко, Ирина Трофимова. Çемье эстафетине тăватă команда хутшăнчĕ. Хĕрỹ кĕрешỹре Ефимовсен туслă çемйи мала тухрĕ. Вĕсене сехет парса чысларĕç. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш призерсем Волковсемпе Иванченкосен çемйисем пулчĕç. Юлашкинчен спорт площадкине футфол командисем тухрĕç. Шкул ачмсем кунта хăйсен пултарулăхĕпе палăрчĕç, пĕрремĕш вырăн çĕнсе илчĕç. Çак мероприятисене хатĕрлесе ирттерме Комсомольски ял администрацийĕ (П.В.Лапшин), Дубовкăри пуçламăш шкулăн дирекцийĕ (Е.С.Дьяконова), Дубовка ООО-н дирекцийĕ (Г.М.Долгов), "Ромашка", магазин (Н.Я.Ишмуратов) пысăк пулăшу пачĕç. Ял çынгнисем вĕсене тав тăваççĕ, çыхăнăва малашне те çирĕплетсе пырасса шанаççĕ.


"Каçал Ен"
14 мая 2005
00:00
Поделиться