ЫРКĂМĂЛЛĂХ ЭРНИНИЧЕ
Хирти Мăнтăр вăтам шку-лĕнче вĕренекенсемпе вĕрентекенсем тата культура çурчĕн ĕçченĕсемпе çамрăксем яланах тачă çыхăну тытаççĕ. Ыркăмăллăх эрнин кунĕсенче вĕсем Аслă Отечественнăй вăрçăра çапăçса пуçĕсене хунă салтаксене, П.Г.Смирнова асăнса лартнă палăксене юсаса сăрларĕç. Субботник туса ирттерчĕç, территорисене тасатрĕç. Ака уйăхĕн 25-мĕшĕ- чăваш чĕлхин кунĕ. Ăна Аслă Çĕнтерỹ 60 çул тултарнине халалларĕç. Унта тĕрлĕ сăвă-юрă, ташă, спектакль сыпăкĕсем пулчĕç. Ваттисен çуртĕнчи ветерансемпе тĕл пулчĕç. Çак çурт йĕри-тавра картасене юсарĕç, сăрларĕç, тирпейлерĕç. Ялта пĕччен пурăнакан ĕç тата вăрçă ветеранĕсене те яланах пулăшса тăраççĕ. Ака уйăхĕн вĕçĕ, çу уйă-хĕн пуçламăшĕ - йывăç лартмалли чи лайăх тапхăр. Çавна май республикăн пур кĕтесĕн-че те йывăç кунне ирттереççĕ. Чăваш Республикин Президенчĕн Н.Федоровăн "Йывăç ларт тата ăна упра" Указне пурнăçласа вĕренекенсем йывăç лартма тухрĕç. Вĕсемпе пĕрле культура, ваттисен çурчĕн, ача сачĕн, райпон, "Турхан" ЯХПК ĕçченĕсем те хастар ĕçлерĕç. Хиртимăнтăрсем яла кĕрекен çул хĕррипе 5 пин йывăç-тĕм лартрĕç. Ĕç кунпа вĕçленмест. Пурте хăйсен таврашĕнче тирпей-илем кỹме тăрăшаççĕ. "Çут-çанталăка упрасси- пирĕн тивĕç", теççĕ.
"Каçал Ен"