САВĂНĂÇ ТА, ХУРЛĂХ ТА
Район администрацийĕ Аслă Çĕнтерĕве 60 çул çитнине уявлас ыйтупа çулталăк каяллах мероприятисен планне туса хатĕрленĕччĕ. Унпа килĕшỹллĕн районти кашни ялтах, кашни организацирех вăрçă ветеранĕсене чыслас енĕпе çыхăннă ĕçсем чылай иртрĕç. Акă, Çĕнтерỹ кунĕ те çитрĕ. Мĕнлерех уявларĕç-ха ăна комсомольскисем, район центрĕнче пурăнакансем? Майăн 9-мĕшĕнче вăрçăра пуçĕсене хунисене асăнса лартнă пантеон патне ирхине ирех çынсем пуçтарăнма пуçларĕç. Вăрçă çулĕсенчи музыка янăрать. 10 сехет. Трибуна çине район администрацийĕн пуçлăхĕ Г.Ф.Волков, çарĕç комиссарĕ С.Г.Кузьмин, вăрçă ветеранĕсем, уява килнĕ хăнасем улăхрĕç. Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин Гимнĕсем янăрарĕç. Ун хыççăн самоуправлени пуçлăхĕ район çыннисене, вăрçă, тыл ветеранĕсене ăшă сăмахсемпе саламларĕ, кĕскен вăрçă çулĕсемпе утса тухрĕ, районăн паянхи пурнăçĕпе паллаштарчĕ. Ветерансене тав турĕ, вăрăм ĕмĕр сунчĕ. Çавăн пекех районти çарĕç комиссарĕ С.Г.Кузьмин подполковник хăйĕн сăмахĕн-че юнлă вăр-çăн йывăр çулĕсене, фронтра çĕнтерĕве çывхартас тесе пурнăçне шеллемесĕр нимĕç фашисчĕсене хирĕç кĕрешнĕ, вăрçă хирĕнче пуçĕсене хунă ентешсене аса илчĕ. Ветерансене тав турĕ, уявпа ăшшăн саламларĕ. Митингра вăрçă ветеранĕ С.К.Совин, Н.В.Белков афганец, Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче вĕренекен Анна Титова тухса калаçрĕç. Чăваш Республикин çутçанталăка сыхлас енĕпе ĕçлекен министрăн çумĕ Е.В.Юшин район çыннисене, вăрçă, ĕç ветеранĕсене тулли кăмăлтан саламларĕ, пантеон çине республика Президенчĕ ячĕпе чечек кăшăлĕ хучĕ. Савăнăçлă-хурлăхлă уявăн шăплăх саманчĕ хыççăн район центрĕнчи предприятисемпе организацисен, учрежденисен представителĕсем вăрçăра вилнисене асăнса лартнă пантеон, палăксем патне чечек кăшăлĕсем хучĕç. Уява çамрăк армеецсен парачĕ те илем кỹчĕ. Спортсменсем Александровкăран, Тукай Мишерĕнчен, Асанкассинчен, Нĕркеçрен, Луцкинчен чупса килсе район центрĕнче лартнă Совет Союзĕн Геройĕсен И.А.Кабалинăн, Г.Г.Габайдуллинăн, Ф.Н.Черновăн, Г.Н.Черновăн, К.М.Антоновăн бюсчĕсем умне чечек кăшăлĕсем хучĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕ вăрçă, ĕç ветеранĕсене _ Кĕçĕн Çĕрпỹелĕнчи Н.А.Козлова, Хирти Мăнтăрти И.Е.Зайцева, Урмаелĕнчи Т.Ш.Шакурова, Асанкассинчи И.С.Храмова "Ока" автомашинăсен уççисене парнелерĕ. Уява районти культура çурчĕн "Каçал" ансамблĕ, ял администрацийĕсен художествăлла пултарулăх коллективĕсем, ачасен районти искусство шкулĕн воспитанникĕсем хаваслă самант кỹчĕç. Кĕске концерт хыççăн вăрçă ветеранĕсем Çĕнтерĕвĕн 60 çулхи юбилейĕ ячĕпе тунă аллейăра йывăçсем лартрĕç. Кăçал - питĕ паллă çул. Аслă Отечественнăй вăрçăра çĕнтерỹ пулнăранпа 60 çул. Паллах, сценарие асра юлмаллах тума пулатчĕ. Анчах культура ĕçченĕсем çакă пит пĕлтерĕшлех мар тенĕ пулмалла, пĕрре такăрлатнă çулпах, яланхи, çултан-çул куçса пыракан сценарипех халăх умне тухрĕç. Уяв программи пĕтĕмĕшле лайăх пулчĕ пулин те, çакă кăштах унăн хакне чакарать.
"Каçал Ен"