УЯВ ЯЧĔПЕ САЛАМЛАНĂ
Урмаел ял администрацийĕнчи ялсенчен 515 çын вăрçă хирне тухса кайнă. Вĕсенчен 350-шĕ çеç каялла таврăннă. Салтаксем хăйсен пурнăçне хĕрхенмесĕр Тăван çĕршыва нимĕç фашисчĕсенчен хỹтĕленĕ. Тукай Мишерĕнче çуралса ỹснĕ Г.Габайдуллин паттăрлăхшăн Совет Союзĕн Геройĕ ятне тивĕçнĕ. Паянхи кун Тукай Мишер ялĕнче вăрçă ветеранĕсем 4 çеç тăрса юлнă. Вĕсене тата тыл ĕçченĕсене район администрацийĕн пуçлăхĕ Г.Волков Çĕнтерỹ пулнăранпа 60 çул çитнĕ ятпа саламланă, парнесем панă. Тукай Мишер вăтам шкулĕнче вĕренекенсем, районти искусство шкулне çỹрекенсем, "Мишар" фольклорпа эстрада ансамблĕ ветерансене юрă- ташă парнеленĕ. Уява килнĕ ветерансем хăйсене чыс-хисеп тунăшăн чĕререн тав турĕç. Çĕнтерĕве çывхартма пулăшнă çынсем чăннипех те тав сăмахне тивĕç.
"Каçал Ен"