Районти ĕçпе тивĕçтерекен центр пелтерет
ĔÇ ПРАВИНЕ ПУРНĂÇА КĔРТСЕ Районти ĕçпе тивĕçтерекен центр 2004 çулта граждансен ĕç правине хỹтĕлесе тĕллевлĕ ĕçсем туса ирттерчĕ. Пирĕн патра пурĕ 1188 ĕç шыракан çын пулчĕ. Çакă 2003 çулхинчен 197 çын нумайрах. Ĕçпе тивĕçтерекен центра уйрăмах çамрăксем ытларах килме пуçларĕç - 870 çын. Вĕсем 19-29 çулхи çамрăксем. Ĕç шыракансенчен 740-не ĕçсĕрлĕх статусне патăмăр, çавсенчен 47,6 проценчĕ ĕçрен хăйсен ирĕкĕпе тухнă, 54,6 проценчĕ- хĕрарăмсем. 2004 çулта 867 çынна ĕçпе тивĕçтернĕ. Ку кăтарту 2003 çулхинчен 77 çын, 2002 çулхинчен 122 çын нумайрах. Предприятисемпе организацисем ĕçпе тивĕçтерекен цент-ра пушă ĕç вырăнĕсем пурри пирки пĕлтерсех тăраççĕ. Пирĕн патăрта çавăн пек 855 вырăн шутра пур.
СПЕЦИАЛЬНОСТЬ ИЛМЕ ПУЛĂШАТПĂР Юлашки çулсенче районти ял хуçалăх предприятийĕсенче механизаторсем çитменни пирки пăшăрхануллă калаçăва илтме пулать. Тĕрĕсех ĕнтĕ, кооперативсенчен чылайăшĕ çăмăл мар лару-тăрура пурăнать, экономики йывăрлăха кĕрсе ỹкнĕ, ĕçлекенсене сахал тỹлеççĕ. Çавăнпах çамрăксем хуçалăхра тытăнсах тăрасшăн мар. Вĕсен çемье те чăмăртамалла, çурт-йĕр çавăрмалла, пурнăç çулĕпе малалла талпăнмалла. Тепĕр тесен, хальхи вăхăтра специальность туянма та сахалах мар чăрмав сиксе тухать. Кунта вара тин кăна анлă çул çине тухма хатĕрленекен çамрăксене районти ĕçпе тивĕçтерекен центр пысăк пулăшу парать. Çулсерен трактористсем, водительсем, газоэлектросварщиксем хатĕрлессипе тĕрлĕ енлĕ ĕçсем туса ирттерет. Акă, кăçал та икĕ ушкăнра водительсем, газоэлектросварщиксем вĕренчĕç. Районти 35 çамрăк çĕнĕ специальность туянчĕ. Вĕсем пурте ял хуçалăх производствинче вăй хума тытăнаççĕ.
ПРОФОРИЕНТАЦИ ĔÇĔ ТЕ МАНĂÇМАСТЬ Районти вĕрентỹ управленийĕпе ĕçпе тивĕçтерекен центр шкул пĕтерекенсене пурнăç çулĕ çине тухма пулăшас тесе тăрăшаççĕ. Паллах, кашни ĕç хăй енĕпе лайăх, анчах кашни çамрăк хăйне кăмăла каякан специальность, професси туянма тăрăшать. Çавна шута илсе ĕнтĕ ĕçпе тивĕçтерекен центр районти вĕрентỹ управленийĕпе пĕрле шкулсенче вĕренекенсемпе тĕрлĕ мероприяти ирттерет. Акă, "Эпĕ - малашлăх çынни" темăпа уйăхлăх иртрĕ. Унăн тĕллевĕ - аслă классенче вĕренекенсене ĕç рынокĕнчи лару-тăрупа, хальхи вăхăтра тĕрлĕ производствăпа паллаштарасси, професси суйласа илме пулăшасси тата ытти те. Çакăн пек мероприятисем ачасен ĕç ыйтăвĕпе тăракан тавракурăмне анлăлатаççĕ.