"СЛАВĂРА" УЙ-ХИР ĔÇĔСЕМ ВĔÇЛЕННĔ "
Слава" кооператив правленийĕ кашни çулах çурхи ака ĕçĕсене (вырмана та) тивĕçлĕ шайра, пысăк пахалăхпа тата кĕске вăхăтра ирттермелли, ĕçлекенсене хавхалантармалли план хатĕрлет, ăна чăннипех те пурнăçа кĕртсе пырать. Кăçалхи çур акинче те çавах: пĕтĕм техника юсавлă, вăрлăх пысăк пахалăхлă, механизаторсем икĕ сменăпа ĕçлеме çителĕклĕ. Хирте тăрăшакансем икĕ хутчен вĕри апат çиеççĕ, сменăсем уйрах улшăнаççĕ. Наряд правленире, машинăпа трактор паркĕнче мар, хирте иртет. Ĕçе тĕрĕс йĕркелени ỹсĕмсем илсе килетех. Çак вăхăт тĕлне "Слава" кооператив ĕçченĕсем уй-хирти пĕтĕм ĕçе пысăк пахалăхпа вĕçленĕ. Кунта çурхи тырăсене 560 гектар çинче акса хăварнă, 75 гектар çĕрулми лартнă, 130 гектар сахăр чĕкĕнтĕрĕ акнă. Çавăн пекех "Урожай" колхоз правленийĕ (председателĕ А.Ершов) кăçалхи çур акинче пултаруллă ĕçленине палăртмалла. Паянхи кун кунта пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши тырăсене акса, çĕрулми лартса пĕтернĕ тесен те юрать. Кăçал шурутсен 1000 гектара яхăн пĕрчĕллĕ тырăсем пулмалла, çĕрулмине 120 гектар çинче лартнă, мĕнпурĕ вара 140 гектар çитĕнтерме палăртнă. Минатуллин фермер хуçалăхĕнче те ĕçсем пысăк пахалăхпа палăрса тăраççĕ. Ку вăхăт тĕлне 80 гектар сахăр чĕкĕнтĕрĕ акнă, 45 гектар çĕрулми лартнă. Минзекрем Равилович пĕлтернĕ тăрăх, хуçалăх 100 ытла гектар çинче сахăр чĕкĕнтĕрĕ çитĕнтерме палăртнă, 60 ытла гектар çĕрулми йышăнмалла. Çĕнĕ Шăхранти Атласкин фермер хуçалăхĕнче çак вăхăт тĕлне çурхи тырăсене 185 гектар, сахăр чĕкĕнтĕрне 40 гектар акнă, 30 гектар çĕрулми лартнă. Тăрăшаççĕ, вăй хураççĕ, "çурхи кун çулталăк тăрантарать" тенине тĕпе хураççĕ. "Труд", "Асаново", "Рассвет", "Восток", "Пайгас", "Искра" хуçалăхсенче те çурхи ĕçсем вĕçленсе пыраççĕ. Çакна та каласа хăвармалла. Районта "Козлятник" программа пурнăçа кĕме пуçларĕ. Çак культура хăйĕн пахалăхĕпе, тутлăлăхĕпе люцернăран 1,5 хут лайăхрах. Унпа (аксан) 15 çул таранах усă курма пулать, люцерна лаптăкне вара 5-6 çултан пăсмалла. Çакна шута илсе районти 8 хуçалăх ("Труд", "Асаново", "Восток", "Луч", "Искра", "Слава", "Госсорткомиссия") Ульяновскри наукăпа тĕпчев институчĕпе килĕшỹ турĕç. Козлятник кăçал районта 370 гектар çинче пулмалла. "Искра" колхозра ăна 50 гектар акнă та. Асăннă наукăпа тĕпчев институчĕ çак культурăна хуçалăхсенче мĕнле акнинчен пуçласа çитĕнсе çитичченех тĕрĕслесе тăрать, пулăшать. Кăçал çанталăк уй-хир ĕçченĕсене ỹсĕмлĕ ĕçлеме май парать, кашнин тăрăшулăхĕ, пуçарулăхĕ кăна кирлĕ.
"Каçал Ен"