ĔÇЧЕН ДОЯРКĂСЕМ
`"Труд" ялхуçалăх кооперативĕнчи Валентина Пурлушкинапа Зинаида Тарасова çамрăклах фермăра ĕçлеме пуçланă. Çак вăхăта çитиччен вĕсем миçе ĕнепе ĕçлемен-ши, мĕн чухлĕ тислĕк хырман( Кăна никам та çирĕплетсе калаймĕ. Пин-пин тонна сĕт сунă. Хăйсен ĕçне юратнипе, пахалăхлă пурнăçланипе палăрса тăнă. Дояркăн ĕçĕ çăмăл мар. Ирхине ирех тăрса фермăна утмалла. Çумăр çăвать-и, çил-тăман вĕçтерет-и, уяв кунĕ-и - ĕнесем патне çитмелле, вĕсене вăхăтра сумалла. В.Пурлушкинапа З.Тарасовăна коллективра хисеплеççĕ, вĕсенчен тĕслĕх илеççĕ. Çамрăксене кирлĕ сĕнỹсем пама вĕсем хăйсем те хирĕç мар. Чĕчкен сĕт-çу ферми кăçалхи 4 уйăхра кашни ĕне пуçне 1202 килограмм сĕт суса илнĕ. Япăх мар кăтарту. Кунта, паллах, фермăри ытти ĕçченсемпе пĕрлех В.Пурлушкинапа З.Тарасова тỹпи те пур. Кĕтỹре 160 ĕне. Вĕсене тулăх тăрантараççĕ, апата тутлăхлă тĕрлĕ япаласем те хушса параççĕ. Çу кунĕсенче выльăхсене кĕтĕве кăлараççĕ. Çавна май дояркăсен ĕçĕ татах та иртерех пуçланать. Вĕсен ирхи сăвăма васкамалла.
"Каçал Ен"