АГИТБРИГАДА ÇУЛА ТУХНĂ
Тукай культура çурчĕ çумĕн-чи агитбригада ял ĕçченĕсене юрă-ташăпа, тĕрлĕ сценкăсемпе савăнтарнă. Культработниксен пултарулăхне пурте пысăка хурса хакланă. Хĕрỹ кунсенче ял ĕçченĕсен телевиденипе паракан концертсене курма вăхăчĕ çук. Пĕрехмай пахчара ĕçлемелле. "Çурхи кун çулталăк тăрантарать",- тесе ахальтен каламан ĕнтĕ. "Ялти артистсем ĕç вырăнне килсе концерт лартни пире чун-чĕререн савăнтарчĕ, çĕнĕ вăй-хал хушрĕ",- теççĕ тукайсем.
"Каçал Ен"