"ХЫПАР" КУНĔ ТУХĂÇЛĂ ИРТРĔ
Майăн 13-мĕшĕнче районта "Хыпар" кунĕ иртрĕ. Унта чăваш халăх хаçачĕн ĕçченĕсем- "Хыпар" издательство çурчĕн генеральнăй директорĕн - тĕп редакторĕн çумĕ Г.Максимов, правăпа политика пайĕн пуçлăхĕ Н.Порфирьев (вăлах фотокорреспондент та), "Капкăн" журналăн (халь вăл "Хыпар" çумĕнче тухать) редакторĕ Э.Патмар килчĕç. Вĕсем "Агрокабель" предприятие, районти тĕп больницăна, Комсомольски почтамтне тата редакцие çитсе ĕç коллективĕсемпе тĕлпулусем ирттерчĕç. Нĕркеç вăтам шкулĕнче те кăмăллăн кĕтсе илчĕç хыпар-çăсене, "Каçал ен" хаçат редакторне Л.Голыевăна. Вĕренекенсен çемйисенче юратнă хаçатсене çырăнса илеççĕ, килĕштерсе вулаççĕ. Кашнин валлиех усăлли, кăсăкли тупăнать вĕсенче. Çавăнпа кăçалхи иккĕмĕш çур çула та çырăнма кăмăлĕсем пур. Геннадий Аркадьевич шкул, ял библиотекисене хальхи яхăнта тухнă чăваш кĕнекисене парнелерĕ. Хаçатçăсен кашнийĕнех шкул ачисене, учительсене каламалли сăмахсем тупăнчĕç. Тĕлпулу питĕ интереслĕ те усăллă иртрĕ.
"Каçал Ен"