ИНФОРМАЦИЛЛĔ ПĔЛТЕРỸ
Майăн 17-мĕшĕнче район администрацийĕн залĕнче район Пухăвĕн депутачĕсен черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Унăн кун йĕркине пилĕк ыйту кĕртнĕ. Пĕрремĕшĕпе, "Районăн 2005 çулхи бюджетне улшăнусемпе хушăмсем кĕртесси тата кăçалхи I кварталăн отчетне çирĕплетесси" ыйтупа финанс пайĕн заведующийĕ Т.Николаева сăмах илчĕ. Район бюджетне улшăнусемпе хушăмсем кĕртме хистекен сăлтав- республика бюджетĕнчен хушма укçа-тенкĕ уйăрса пани. Трансферт шучĕпе район хысни тата 3 миллион ытла тенкĕпе пуянланчĕ. Депутатсем унпа епле тĕллевсемпе усă курассине пăхса тухрĕç, I квартал отчетне çирĕплетрĕç. Район администраци пуçлăхĕн çумĕ - капиталлă строительство пайĕн начальникĕ Б.Каринкин ял çыннисене ĕçмелли шывпа тивĕçтермелли программăпа паллаштарчĕ. Çак программăра палăртнă ĕçсене икĕ тапхăрта туса ирттермелле: 2005-2006, 2007-2008 çулсенче. Паллă ĕнтĕ, эпир куллен ĕçекен шыв пур чухне те пахалăхлă мар: ăçта тăвар нумай, тепĕр çĕрте бор тупнă тата ытти те. Халăхăн сывлăхĕ епле пуласси вара шывăн пахалăхĕпе тỹрремĕнех çыхăннă. Çавăнпа та ЧР Президенчĕ Н.Федоров 2004 çулхи сентябрь уйăхĕнче республика халăхне пахалăхлă ĕçмелли шывпа тивĕçтересси çинчен ятарлă Указ кăларчĕ. Борис Макарович каланă тăрăх, районта асăннă Указа пурнăçлас тĕлĕшпе ĕçсем пуçланнă. Программа хатĕрленĕ (ăна депутатсем ырласа йышăнчĕç), проектсем тума пикеннĕ. Программăна ĕçе кĕртме 172 миллион тенкĕ кирлĕ. Унăн пысăк пайĕ федераци, республика бюджечĕсенчен килмелле, 33 миллионне вара вырăнти хыснара тупма тивет. Самани улшăннăçемĕн общество та, çав шутра ача-пăчан кăмăл-туртăмĕ те пĕр вырăнта тăмасть. Апла пулсан, шкул ачисене, çамрăксене воспитани парассинче те çĕнĕ меслетсем кирлĕ. Вĕрентỹ управленийĕн психологĕ В.Кириллов шăпах çавăн çинче чарăнса тăчĕ те. РУО, районти шкулсем, культура пайĕ çамрăк ăрăвăн пурнăç позицийĕсене, толерантлăх туйăмне аталантарас тесе нумай ĕç тăваççĕ. (Толерантлăх- тĕрлĕ наци çыннисем, расна тĕне тытса пыракансем, тĕрлĕ шухăшлă çынсем пĕр-пĕрне хисеплесе, мирлĕ е чăтса пурăнни). Çапах та кунта çитменлĕхсем те пур-ха. Валерий Ивановича итленĕ хыççăн çак ĕçе лайăхлатас тĕлĕшпе Х.Идиатуллин, А.Капитонов, В.Воробьев депутатсем, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ А.Ершов паха сĕнỹсем пачĕç. Вĕсем çамрăк ăрăва патриотизмла воспитани парассипе ытларах ĕçлемеллине, физкультурăпа спорта мĕн пĕчĕкрен явăçтармаллине палăртрĕç. Паллах, пур яваплăха та шкул çине тиемелле мар, çемье, общественноç, культура учрежденийĕсен те тачă çыхăнура пулмалла. Чăваш Республикин хисеплĕ ячĕсене илме тăратнă кандидатурăсем çинчен райадминистрацин управляющийĕ Ю.Скворцов каласа пачĕ. Тĕрлĕрен ыйтусем пăхса тухнă хыççăн район администрацийĕн пуçлăхĕ Г.Волков пĕтĕмлетỹсем турĕ.
"Каçал Ен"