Комсомольский муниципальный округ

ПРЕЗИДЕНТ УКАЗĔ ПУРНĂÇА КĔРЕТ

Чăваш Республикин Президенчĕн Н.В.Федоровăн Садсемпе парксен çулталăкĕ çинчен Указне пурнăçласа район тата ял администрацийĕсем çаннисене тавăрсах ĕçлеме пуçларĕç. Акă, сăмахран, пĕлтĕр кĕркунне кăна районĕпе 42 пин тĕп йывăç лартнă. Вăл шутран 19 пин хыр, 12 пин чăрăш, 4,5 пин çăка, 400 тĕп юман, 3800 хурăн, Çĕпĕр чăрăшĕ (лиственница) 3600 тĕп лартрăмăр. Кунта вăрман хуçалăхĕн тăрăшулăхĕ пирки те каласа хăвармалла. Вăл çамрăк хунавсене 33 пин тенкĕлĕх уйăрса пачĕ. Унсăр пуçне, районти вăрман хуçалăхĕ пĕлтĕр те, кăçал та тăрăшуллă ĕçлерĕ. Çак организаци ипподром пулмалли вырăнта 4 пин тĕп хыр, çул хĕррипе 4 пин тĕп хурăн лартрĕ. Кунта вара Комсомольски шкулĕнче вĕренекенсем тăрăшса ĕçлерĕç. Апрелĕн 29-мĕшĕнче районта "Йывăç кунĕ" иртрĕ. Çак кун чăннипех уяв пулчĕ. Ял администрацийĕсем пĕлтернĕ тăрăх, йывăç лартма 4 пине яхăн çын тухнă. Акă, Луцкинче (Александровка ял администрацийĕ тăрăшнипе) Çĕнтерỹ паркĕ туса 3,5 пин тĕп хыр хунавĕ лартрĕç. 60 сотăй çĕр йышăнчĕ вăл. Хирти Сĕнтĕр ял администрацийĕ те ку енĕпе пысăк пуçарулăх кăтартрĕ, 12 пине яхăн йывăç лартрĕ. Çавăн пекех Чĕчкен, Шурут ял администрацийĕсен территорийĕсенче те хĕрỹ ĕçсем пычĕç. Кĕçĕн Пăла тăрăхĕнче 12 пин йывăç лартрĕç, чĕчкенсем 3600 тĕп хурăн, лиственница, шурутсем 4000 хырпа чăрăш лартрĕç. "Дружба", "Изамбаево", "Рассвет" кооперативсем хăйсен уй-хирĕсенче çĕнĕрен посадкăсем уçрĕç, унăн лаптăкĕ икĕ гектара та çитет. Уйрăммăн палăртса хăварни те вырăнлă пулĕ. Кăçалхи çуркунне районĕпе 4265 пин тĕп йывăç лартнă, çав ĕçе пурнăçлама 4,5 пин çын хутшăннă. Çак ĕçсенче шкул ачисем активлăхпа палăрчĕç. Президент Указне пурнăçлас тĕлĕшпе район администрацийĕ, унăн ертỹçи Г.Ф.Волков пуçарулăхпа палăрса тăрать, тĕллевлĕ ĕçсем ирттерет. Акă, кăçал валли кăна района симĕс тĕс кĕртме 374 пин тенкĕ укçа уйăрнă. Президент указне пурнăçлас тĕллевпе районта ятарлă конкурс та ирттерме палăртнă.


"Каçал Ен"
21 мая 2005
00:00
Поделиться