Комсомольский муниципальный округ

ЯЛ ÇЫННИСЕНЕ-ТИВĔÇЛĔ ПУЛĂШУ

Иртнĕ юнкун районта Сывлăха сыхлас ĕç министерствин кунĕ иртрĕ. Унта сывлăха сыхлас ĕç министрĕн çумĕ Н.В.Макарова, ЧР Президент Администрацийĕн ятарлă пай уйрă-мĕн начальникĕ В.М.Алентьев, тĕрлĕ пайсен ертỹçисемпе специалисчĕсем Ю.Н.Алексеева, М.А.Чепурной, Л.В.Козлова, Н.С.Николаев, Н.Н.Емельянова, министерствăн тĕп хирургĕ А.Г. Дербенев, тĕп терапевчĕ А.А. Евдокимова тата ыттисем те хутшăнчĕç. Çавăн пекех район администрацийĕн пуçлăхĕ Г.Ф. Волков, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ А.Н.Ершов, район больницин тĕп врачĕ М.И.Федорова тата ытти яваплă ĕçченсем пулчĕç. Сывлăха сыхлас ĕç министерствин представителĕсем район больницин ĕçне тĕплĕн тишкерчĕç, çитменлĕхсемпе чăрмавсене, лайăх енсене палăртрĕç. Министр çумĕ Н.В.Макарова район представителĕсемпе пĕрле малтанах район больницинчи çемье врачĕн офисĕнче, ача-пăча, физиотерапи уйрăмĕсенче пулчĕç, кунти ĕçсемпе паллашрĕç. Хырай Ĕнелĕнчи фельдшерпа акушер пунктĕнчи медработниксем ял çыннисене тивĕçлĕ медицина пулăшăвĕ парас тесе ырми-канми тăрăшаççĕ. Шел пулин те, пункт çурчĕ самаях кивелнĕ. Çавна май унта кирлĕ пек ĕçлеме условисем çук. Кивĕскерне юсасан та усси сахал. Çĕнĕ çурт тăвас тесен укçа-тенкĕ самаях тăкакламалла. Район администрацийĕн пуçлăхĕн Г.Волковăн шухăшĕпе, çак кăткăс лару-тăруран та тухма май пур иккен. Акă, фельдшерпа акушер пункчĕпе юнашарах ялти социаллă-культурăллă центрăн çурчĕ çĕкленет. Унта пункт валли те вырăн тупма пулать, анчах строительство ĕçĕ-сене тума пулăшмалла. Сывлăха сыхлас ĕç министрĕн çумĕ Н.В.Макарова ку сĕнĕве ырларĕ, пулăшма пулчĕ. Хырхĕрринчи фельдшерпа акушер пункчĕ районта лайăххисен шутĕнче. Кунти ĕçе Е.А.Михайлова заведующи пĕлсе йĕркелесе пырать. Пункт клубпа пĕр çуртра вырнаçнă. Кунта районти юсавпа строительство участокĕн ĕçченĕсем юсав ĕçĕсем тунă. Культура çуртне тата кунта вырнаçнă ытти учрежденисемпе организацисене те çĕнетнĕ. Физиопроцедура кабинечĕсем те уçăлнă. Чăнах та, унта çемье врачĕн офисĕн-чен пĕрре те кая мар. "Ял çыннисен сывлăхне çирĕплетме хăшпĕр медицина хатĕрĕсемпе кушеткăсем илсе килсен пурте пулать",_ тет Хыр-хĕрри ял администрацийĕн пуçлăхĕ А.Н.Воробьев. Районта çемье врачĕн офисĕсем хушăнсах пыраççĕ. Акă, нумаях та вăхăт иртмĕ, Çĕнĕ Мăратра та офис уçăлĕ. Халĕ вара кунта юсав ĕçĕсем хĕрсех пыраççĕ. Юсавпа строительство участокĕн №начальникĕ В.В.Максимов№ ĕçченĕсем хăйсене шан-нă çĕрте пысăк яваплăхпа тăрăшаççĕ. Шурутра тахçантанпах участок больници ĕçленĕ. Вăл кỹршĕллĕ ялсенче пурăнакансемшĕн çăлăнăç пулнă. Халь ун ячĕ _ Çемье врачĕн офисĕ. Офиса кỹршĕ ялсенчен чылай çын килет. Тĕрлĕ процедурăсем хыççăн чирлисем пỹлĕмсенче канаççĕ. Кăштах вăй-хал пуçтарсан, каллех çула тухаççĕ. Ял çыннисем ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ А.Н.Ершов патне кунĕн-çĕрĕн ĕçлекен стационар уçтарас ыйтупа тăтăш пыраççĕ. Çавна май Алексей Никифорович Надежда Васильевнăна ял çыннисене ку тĕлĕшпе пулăшма ыйтрĕ. ЧР сывлăха сыхлас ĕç министрĕн çумĕ пурте пĕрле тăрăшсан ял çыннисен ыйтăвне татса пама май пурри çинчен каларĕ. Тен, çак йывăр "лава" та хускатма май пулĕ. Юлашкинчен шурă халатлă ĕçченсемпе сывлăха сыхлас ĕç министерствин представителĕсем район больницин ларусен залĕнче канашлу ирттерчĕç. Унта лайăх енсемпе чăрмавсене палăртрĕç, чылайăн тухса калаçрĕç.


"Каçал Ен"
21 мая 2005
00:00
Поделиться