Паян - çамрăк боец, ыран - çĕр-шыв хỹтĕлевçи
"Зарницăпа" "Орленок" çарпа спорт вăййисем иртсе кайрĕç. Апла пулин те, çакă шкулсенчи физкультура, ОБЖ учителĕсемшĕн тата ашшĕ-амăшĕсемшĕн лăпкă вăхăтсем çитнине пĕлтермерĕ. Майăн 20-мĕшĕнче Комсомольски вăрманĕ хĕрринче 10-мĕш класс арçын ачисемпе çар вĕрентĕвĕсем пуçланчĕç. Кунта районти 15 вăтам шкултан çамрăк боецсем пуçтарăнчĕç. Виçĕ куна пычĕç вĕсем. Программа питĕ анлă та тачă пулнă май, нихăшĕн те йĕркеллĕ ларса канма вăхăт пулмарĕ тесен те юрать. Камсем, мĕнле тĕллевпе йĕркелеççĕ-ха çакнашкал вĕрентĕве?Çакăн пирки районти çар комиссарĕпе, С.Кузьмин подполковникпе калаçу пуçартăм.
_ Ку вĕрентỹсене Раççей Федерацийĕн оборона министрĕн тата Раççей Вĕрентỹ министерствин пĕрлехи приказне тĕпе хурса ирттеретпĕр. Çакăнта ачасен пурнăç хăрушсăрлăхĕн (ОБЖ) предмечĕпе уроксенче илнĕ пĕлĕвне практикăра тĕрĕслесе пĕтĕмлетес тĕллев пĕрремĕш вырăнта тăрать. Стройпа утма пĕлнинчен пуçласа ỹт-пỹ аталанăвĕ (физическое развитие), вăрçă вăрçмалли мелсем (огневая подготовка), çынсене массăллăн пĕтермелли хĕçпăшалпа паллашасси, вĕсенчен сыхланмалли хатĕр-семпе меслетсем, пирвайхи медицина пулăшăвĕ парасси таранах хăнăхаççĕ кунта каччăсем. Вĕрентỹсенче кăтартнă пĕлĕвне хакласа ачасене ОБЖ предмечĕпе класс журналĕ çине оценка лартăнать.
_ Сергей Гранатович, çак вĕрентỹсен тăтăшлăхĕ епле-ши?
_ Чăннипе, кун пек занятисене çулсеренех ирттермелле. Пирĕн вара 4 çул тăхтав пулчĕ. Çакă укçа-тенкĕ ыйтăвĕпе çыхăннă. Малашне сборсене кашни çулах йĕркелĕпĕр. Вĕсен актуаллăхĕ питĕ пысăк, мĕншĕн тесен кашни арçын ачах- çĕр-шывăн пулас хỹтĕлевçи. Çавăнпа вĕсен çара кайичченех хăшпĕр хăнăхусене илмелле. Мĕн пытармалли, халь ОБЖ урокĕсенче ачасем пăшал тытса та курмаççĕ. Маларахри çулсенче кашни шкултах тир пулнă, унта пăшал пеме, ăна сỹтсе пуçтарма хăнăхтарнă. Урăхла каласан, çар пĕлĕвĕн пуçламăш никĕсне шкултах панă. Çара хатĕр салтак кайнă темелле. Халь вара, çак база çуккипе, çамрăксене çарти йĕркесене хăнăхма йывăртарах. Шăматкун кăнтăрла хыççăн пур отделенисем те пĕр-пĕр тактикăлла занятиреччĕ пулин те, çамрăк боецсемпе те курса калаçма тỹр килчĕ. Каччă пĕвне кĕнĕскерсене çар тумĕ питех те илемлетет. Йывăçран касса тунă пăшал макечĕсене çеç çакнă пулин те, хăйсене мăнаçлă тытаççĕ вĕренекенсем, кăмăлĕсем те çĕкленỹллĕ. Пурте маттур та йăрăс пỹллĕ. ОБЖ, физкультура учителĕсем, çар комиссариачĕн, районти шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕсем пулăшса-вĕрентсе пынипе вĕсем халь темле чăрмава çĕнме те хатĕр пек туйăнать. Вĕрентỹсенче ачасем çарти йĕркепе пурăнаççĕ. Кашни кун "Подъем!" командăпа пуçланать те "Отбойпа!" вĕçленет. Палаткăсенчен пăр-çасем пек сирпĕнсе тухса çăвăнса ирхи зарядка тунă, апат çинĕ хыççăн занятисем пуçланаççĕ. Кун каçа ăçта кăна çитсе мĕн кăна тумаççĕ-ши çамрăк боецсем? Стройпа юрласа утаççĕ, "тăшманран" хỹтĕленме окопсем чаваççĕ, вĕсене ал айĕнчи япаласемпе- курăкпа, туратсемпе- маскировка тума, противогаз хăвăрт тăхăнма вĕренеççĕ, "суранланнă" юлташĕсене пирвайхи пулăшу параççĕ, пăшалтан переççĕ, "çапăçăва" та кĕреççĕ... Пĕр сăмахпа каласан, кунĕпе ĕшенмелĕх те пур. Лагерьти ачасен лăпкă ыйхине вара дневальнăйсем сыхлаççĕ. Тулли уйăх çути, çутçанталăкăн сарлака ытамĕ, каçхи кайăксен юрри тата... вăрăмтунасен нăйăлти сасси- çакăнтан ырри, асра юлмалли тата мĕн пур-ши?
Чăн-чăн романтика! "Каччăсем, сире çар вĕрентĕвĕсенче килĕшет-и? Чи кăмăла каяканни мĕн?"- тесе ыйтсан вĕсем кунта питĕ килĕшнине пĕлтерчĕç. "Ытларах кăмăла каяканни вара- кану саманчĕсем",- шỹтлеççĕ хăйсем. Кирек хăш салтакăн та генерал пулма ĕмĕтленмелле текен каларăш çинчен аса илтертĕм. "Сирĕн хушăра кун пек тĕллев тытнисем те пур пуль-ха",- терĕм те, Урмаел вăтам шкулĕн пĕр вĕренекенĕ çухалса каймарĕ, "Маршалах çитесчĕ-ха" терĕ. Маттур, шỹтлеме пĕлекенсем нихăçан та пуçа усмаççĕ "Çара кайма кăмăл пур-и?"- тесе те кăсăклантăм. Асанкасси вăтам шкулĕн команди пĕр харăссăн "Ыран тесен ыранах" тесе хуравларĕ. Савăнтаракан хурав, анчах та пирвай шкул пĕтерме тиветех... Ан тив, хальлĕхе каччăсен пурте тикĕс те яка ан тухтăр, сылтăм вырăнне сулахаялла çаврăнни те пултăр, çапах вĕсем çарта кирлĕ пуçламăш пĕлỹ никĕсне, тĕрлĕ хăнăхусене илеççĕ. Пурте пулса тухман чухне "Эп асамçă мар, вĕренетĕп çеç" теççĕ, хăйсене тỹрре кăларма тăрăшаççĕ ĕнтĕ. Çар вĕрентĕвĕсем ачасен пĕлĕвне кăна мар, вĕсен аслă тусĕсен, учительсен ĕçне хаклама та май параççĕ. Районти ОБЖ вĕрентекенĕсен йышне илес пулсан, вĕсем пурте тенĕ пекех- запасри офицерсем. Чылайăшĕ вара кун пек сборсенче пирвайхи хут мар. Çирĕмшер çул, ытларах та ĕçлекенсем пур. Çакăн пек вĕрентỹсенче вĕсен яваплăхĕ татах та ỹсет. Ара, вуншар ачан пурнăçĕшĕн явап тытмалла, вĕсемпе нимле инкек те ан пултăр тесе яланах сыхă пулмалла. Акă, Ю.Копташкин (Асанкасси) 27 çул, Н.Сахров (Урмаел) 26 çул ачасене патриотизмла воспитани параççĕ. А.Артемьевпа(Аслă Чурачăк) В.Павлов та(Çĕнĕ Мăрат) çирĕмшер ытла çул çак ĕçре. Шкул ачисемпе йĕркеленĕ çар вĕрентĕвĕсем йĕркеллĕ, инкексĕр иртнĕ. Ачасене апат-çимĕçпе аван тивĕçтернĕ. Ĕçмелли паха шывран та татăк тăратман. Медицина ĕçченĕсем яланах юнашар пулнă.