Комсомольский муниципальный округ

Уй-хир ĕçĕсене вĕçленĕ

Çур акине вăхăтра та пахалăхлă ирттерме кăçал çанталăк чăрмав кỹмерĕ. "Восток" кооперативри çĕр ĕçченĕсем ăнăçлă кунсемпе туллин усă курчĕç. Çурхи культурăсем пурĕ 710 гектар йышăнаççĕ. Çак шутран 200 гектарне тулă, 330-шне урпа, 70-шне сĕлĕ акнă. Пăрçа валли 60, вика валли 40 гектар уйăрнă. Хуçалăх кăçал выльăх кăшманĕпе ĕçлесшĕн мар, мĕншĕн тесен ял çыннисене пайсем çумлама кăларма питĕ йывăр. Çак çивĕч ыйту пĕр "Востокра" çеç мар, районти ытти хуçалăхсен ертỹçисем те çавăн пиркиех калаççĕ. Выльăх апачлĕх валли вара 80 гектар кукуруза акма палăртнă. Нумай çул ỹсекен козлятник, ытти курăк аван ешерет. Эпĕ кооперативра пулнă кун (майăн 21-мĕшĕ) çурхи ĕçсем юлашки лаптăксем çинче пыратчĕç. Планпа "иккĕмĕш çăкăра" 60 гектар ытларах лартма пăхнă пулсан, çав кун тĕлне 20 гектарне лартнăччĕ. Вăрманхĕрри Чурачăкри йĕтем çинче ĕçченсем яровизациленĕ çĕрулмине транспортерпа автомашинăсем çине тиетчĕç. Кунта Андрей Можаев машинист, Василий Захаров , Николай Казаков, Валерипе Павел Антоновсем тăрăшатчĕç. "Çĕр халь йăлтах ăшăнса çитрĕ, яровизациленĕ улмана шăтма шăпах юрăхлă температура. Халь вĕсем хăвăрт шăтса тухмалла",_ ăнлантарать ялхуçалăх кооперативĕн председателĕ В.Г.Михеев. Хуçалăхра тĕштырă вăрлă-хĕсене яланах имçамласа акаççĕ. Çакă чир-чĕртен упранине хирĕçлеймĕн ĕнтĕ. Кунта Наташа Белкова, Галина Морозова, Галина Белкова, Александра Пушкина, Наташа Михеева, Светлана Никифорова №аялти сăнỹкерчĕкре№ вăй хураççĕ. Вĕсене пурне те имçампа наркăмăшланасран сыхланмалли хатĕрсемпе, ятарлă тумтирпе тивĕçтернĕ. "Юлашки центнерсене имçамлатпăр, вара килес сезонччен ку ĕçрен канма пулать",- теççĕ хĕрарăмсем. Хире те тухса куртăмăр. Пĕр уйĕнче Сергей Хлебников, Юрий Чернов агрегачĕсем урпа акатчĕç. Вăрлăх турттаракансем вĕсене вăхăтра тивĕçтерсе тăраççĕ. Тĕп агроном В.Т.Петров та хиртен татăлмасть, сеяльщиксене паха сĕнỹсем парса пулăшать. "Иккĕмĕш çăкăр" лартнă çĕрте вара Алексей Федоровпа Геннадий Ершов агрегачĕсем тăрăшаççĕ. "Нев-ский", "романо", "удача" сортсем лайăх тухăç парасса шанаççĕ "востоксем".


"Каçал Ен"
25 мая 2005
00:00
Поделиться