Комсомольский муниципальный округ

Акара тăрăшсан, савăнма аван

Мĕн акни-лартни шăтса тухтăр тесе "Труд" ял хуçалăх кооперативĕнчи Акатуй-Сабантуй кунне ирех çумăр пĕрĕхме пуçларĕ. Ака пĕтнишĕн ял ĕçченĕсене туллин савăнма парас тесе-тăр, çумăр чарăнчĕ, кун лайăхланчĕ. Уявра чи малтанах Чĕчкен ял администрацийĕн пуçлăхне Р.Р.Абулханова сăмах пачĕç. "Труд" ял хуçалăх кооперативĕн председателĕ В.П.Николаев акара хастар ĕçленĕ çынсене тав турĕ, уйрăмах палăрнисене парнесем пачĕ. Хас-таррисем пĕр савăт пыла та тивĕçрĕç. Кăçалхи акара Алмаз Миназетдинов гусеницăллă тракторпа чи мала тухнă. Рамил Алимов, Валерий Скворцов, Дмитрий Шуряшкин, Наил Кадыров та нумай ĕç пурнăçланă. Выльăх-чĕрлĕх патĕнче ĕçлекен Зинаида Тарасова, Валентина Пурлушкина, Валентина Скворцова, Валентина Волкова, Ремис Хаертдинов, Любовь Николаева, Алевтина Кириллова та пысăк кăтартусем тунă. Вĕсем те председатель аллинчен парнесене тивĕçнĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Г.Ф.Волков аслăчурачăксемпе чĕчкенсем яланах уй-хир ĕçĕсене вăхăтра тата пахалăхлă пурнăçланине палăртрĕ, малашне те çитĕнỹ тума ăнăçу сунчĕ. Салам сăмахĕсемпе "Рассвет" ял хуçалăх кооперативĕн председателĕ М.Р.Афанасьев, Канашри ДРСУн районти прораб участокĕн начальникĕ М.М.Гинатуллин, "Кооператор" производство комбиначĕн директорĕ Е.А.Карпеева, районти депутатсен пухăвĕн депутачĕ, "Слава картофелю" агрофирмăн генеральнăй директорĕ Х.С.Идиатуллин тата ыттисем те тухса калаçрĕç. Юрă-ташăсăр уяв пулмастех. Аслă Чурачăк вăтам, Чĕчкен пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулĕсенче вĕренекенсемпе вĕрентекенсем, культура ĕçченĕсем, кооператив производствинче ĕçлекенсем артистсенчен пĕрре те кая мар. Чăваш, тутар, вырăс юрри-ташши чылайччен янăрарĕ. Спорт площадкинчи тытăçусем те хĕрỹ иртрĕç. Михĕпе çапăçас, юпа тăрне хăпарас енĕпе тата ытти спорт вăййисенче чи маттуррисем çĕнтерчĕç. Пăхаттирсем ирĕклĕ майпа та, тутарла-пушкăртла кĕрешсе те тупăшрĕç. Тĕп парнене Ф.Сафьянов çĕнсе илчĕ. Пасар лаптăкĕнче суту-илỹ хĕрсе пычĕ, кооператив шашлăк сутрĕ. Уяв аслăчурачăксемпе чĕчкенсем ĕçлеме те, савăнма та пĕлнине лайăх çирĕплетсе пачĕ. Маларах вара кооператив правленийĕ çураки вĕçленнĕ ятпа ака яшки йĕркеленĕ. Унта механизаторсемпе сеяльщиксене çеç мар, ферма ĕçченĕ-сене те чĕннĕ. Вĕри апат тутанса пăхнă хыççăн кунта та юрă-ташă чылая тăсăлнă.


"Каçал Ен"
28 мая 2005
00:00
Поделиться