Комсомольский муниципальный округ

Библиотека çĕнелсе уçăлчĕ

Библиотека ялти халăхшăн культура центрĕн пĕр пайĕ пулса тăрать. Пĕлтĕр пирĕн библиотекăна çỹрекенсемшĕн паллă çул пулчĕ. Мартăн 31-мĕшĕнче ялта тĕслĕх библиотека уçăлчĕ. Кунта, паллах, район администрацийĕн пуçлăхĕн Г.Ф.Волковăн, культура пайĕн начальникĕн В.С.Васильевăн тата "Труд" ялхуçалăх кооперативĕн председателĕн В.П.Николаевăн тỹпи питех те пысăк. Вĕсем тăрăшнипе, кĕске вăхăт хушшинче пысăк ĕçсем туса ирттерсе, тĕслĕх библиотека уçрăмăр. Халĕ пирĕн умри задачăсем çĕнелсе, улшăнса пыраççĕ. Йăлана кĕнĕ ĕçсем çумне информаци центрĕ тăваканнисем те хутшăнчĕç. Çакă халăх ыйтăвĕсене тивĕçтерессине тĕпренех улăштарчĕ. Информаци центрĕнче компьютер, принтер, сканер тата "Власть и информация" кĕнеке выставки, "Деловая информация - путь к успеху" стенд ĕçлет. "Паллашăр: Чĕчкен ял администрацийĕ" ятпа электронлă презентаци хатĕрлерĕмĕр. Кунта ял, шкулсен историйĕ, хуçалăх, культура ĕçченĕсем, паллă çынсем çинчен каласа патăмăр. Нумаях та пулмасть-ха "Професси суйласси- санăн ирĕк" тата "Ждут вас учебные заведения Чувашской Республики" курав йĕркелерĕмĕр. Çавăн пекех тĕрлĕрен темăсемпе видиокассета пăхассине пурнăçа кĕртетпĕр. Библиотека çĕнĕ кĕнекесемпе, видеокассетăсемпе, сидеромсемпе пуянлансах пырать. Кăçал 11-12 тĕрлĕ хаçат-журнал çырăнса илетпĕр. Вулакансен шучĕ те çулсерен ỹсет. Иртнĕ çул 681 вулакан пулнă пулсан, кăçалхи 5 уйăхра 516 вулакана çитрĕ. Çамрăксем хăйсене кирлĕ материалсене компьютерта шыраççĕ. Интернет пулăшă-вĕпе усă курас текенсем те нумайлансах пыраççĕ. Пирĕн библиотека Аслă Чурачăк тата Чĕчкен ялĕсенче пурăнакансен ыйтăвĕсене тивĕçтерет. Тутар, чăваш халăхĕсен ывăл-хĕрĕсем пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнаççĕ. Тутарсем те чăвашла кĕнекесем вулаççĕ. Акă, Мухаметшинсем виçĕ пĕртăван- Аглямша, Рефис тата Каримулла çемйисем чăвашла, тутарла, вырăсла кĕнекесем вулаççĕ. Феннурпа Ильшад Мезитовсем ют çĕршыв писателĕсен кĕнекисене кăмăллаççĕ. Самат Камальдинов тĕрлĕрен кĕнекесемпе интересленет. Л.Николаева, В.Николаева, М.Никифорова, М.Шуряшкина, К.Шикарева- библиотекăн çывăх тусĕсем. Хăйсене кирлине интересленсех шыраççĕ.


"Каçал Ен"
28 мая 2005
00:00
Поделиться