Тĕнче шайлĕ информаци ценрĕсем
2003 çулхи апрелĕн 7-мĕшĕнче Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров тĕслĕх библиотекăсем уçасси пирки Указ кăларнă. Унпа килĕшỹллĕн паянхи кун тĕлне пирĕн районта кун пек культура учреждени-йĕсем пиллĕк. Тĕслĕх библиотекăсем компьютер техникипе, видеотехникăпа, сидеромсемпе, дисксемпе, видеокассетăсемпе, тĕрлĕ тĕслĕ кăтартакан телевизорсемпе пуянланчĕç. Кунти пỹлĕмсене Европа шайĕпе ки-лĕшỹллĕн илемлетнĕ, хăтлăх кỹнĕ. 3 библиотекăна Интернетпа çыхăнтарнă. Унпа усă курса тĕнчери чи паллă библиотекăсенчи литературăпа паллашма май пур. Тĕслĕх библиотекăсем тĕнче шайлĕ информаци центрĕсем пулса тăчĕç. Электронлă хатĕрсем кунта килнĕ çыннăн кирек мĕнле ыйтăвне те туллин хуравлама пултараççĕ. Студентсене, шкул ачисене электронлă версисене кĕнĕ рефератсемпе, ытти наука ĕçĕсемпе паллаштараççĕ. Ку енĕпе библиотекăсенчи информаци цент-рĕсем питех те нумай пулăшаççĕ. Тĕрлĕ йышши литература, справка материалĕ тупма та меллĕ кунта. "Консультант-плюс" право системи библиотекăна тĕрлĕ ыйтупа килекенсене пысăк пулăшу парать. Кунтах Раççей тата ЧР Президенчĕсен указĕсене, Патшалăх Канашĕпе Правительство йышăнăвĕсене тупма пулать. Унта нумай-нумай хаçат-журналти материалсен версийĕсемпе паллашатăн. Кирлĕ пулсан, район администрацийĕн пуçлăхĕн кирек мĕнле хушăвне тупса вулатăн. Компьютерпа курмалли дисксем çинчен тĕрлĕ информаци илме пулать. Искусствăна юратакансем хамăр çĕршыври тĕнчипех паллă Эрмитажри галерейăсенчи ỹкерчĕксен шедеврĕсене пăхса киленеççĕ. Техникăна юратакансем "Автомобиль энциклопедийĕ" паракан анлă информацие, пĕлĕве компьютер умĕнчех алла илеççĕ. Ялсен историйĕсене, паллă ентешсем çинчен тĕплĕнрех пĕлес тесен, вĕсем пирки хатĕрленĕ "Прикубнинская сторонка" электронлă презентаципе паллашăр. Ăна Аслă Çĕнтерỹ 60 çул тултарнине халалласа тунă. Унта районта паянхи кун пурăнакан вăрçă ветеранĕсем çинчен пĕлме пулать. Ача-пăча библиотеки "Вăрçă вăхăтĕнчи ачалăх" темăпа презентаци хатĕр-лерĕ. Вăл вăхăтра 7_12 çулта пулнă ачасем _ хальхи хисеплĕ ветерансем шкул ачисем умĕн-че хăйсен йывăр иртнĕ ачалăхĕ çинчен тĕплĕн каласа пачĕç. Электронлă презентацире вăрçă çу-лĕсенчи ачасен биографийĕпе, сăнỹкерчĕкĕсемпе паллашма пулать. Ку чухнехи оргтехникăна, Интернет çыхăнăвне алла илесси хăй те пысăк ĕç. Апла пулин те, библиотека ĕçченĕсем компьютер технологине алла илчĕç. Хамăр ума лартнă тĕллевсене ăнăçлăнах татса паратпăр, вулакансем пирĕн патран тулли кăмăлпа каяççĕ. Районĕпе кĕнекесен хисепĕ кăçал кăна 3000 экземпляра яхăн хутшăннă. Унсăр пуçне 45 тĕрлĕ хаçат-журнал çырăнса илетпĕр.
"Каçал Ен"