АЧА САДНЕ - СЫВЛĂХА ÇИРĔПЛТЕРМЕ
Пирĕн ача сачĕ ирсерен пурне те ăшă "кулăпа" кĕтсе илет. Чăнах та, территоринчи тĕрлĕ тĕспе сăрланă пĕчĕкçĕ пỹртсемпе беседкăсем, ярăнмалли тусем, ачасене выляма тунă тĕрлĕ ха-тĕрсем пурне те сывлăх суннăнах туйăнаççĕ. Пăхма кăмăллă, пур çĕрте те илем, тирпейлĕх, хăтлăх хуçаланаççĕ. Çакăншăн ачасен ашшĕ-амăшĕсем те нумай тăрăшнă. Вĕсем пире ăнланни, кирлĕ чухне ĕçлесе те, укçа-тенкĕпе те пулăшни савăнтарать, тата тăрăшуллăрах пулма хавалантарать. Аслисем юсав ĕçĕсем тума хутшăнаççĕ, пỹлĕмсене сăрлаççĕ, территорие тирпей-илем кĕртеççĕ, саксем, беседкăсем тăваççĕ. Кунта ачасене пур енчен те лайăх пултăр, теççĕ. Уйрăмах ку тĕлĕшпе ушкăнсенчи ашшĕ-амăшĕсен комитечĕсем лайăх ĕçлеççĕ. Вĕсен членĕсем- пуçаруллă та активлă çынсем. Ача сачĕн коллективĕ пĕчĕк граждансене тивĕçлĕ пĕлỹ тата воспитани парас тесе ырми-канми тăрăшать. Пурте хастарлăхпа палăрса тăраççĕ. Кашниех шаннă çĕрте тỹрĕ чунпа çине тăрать. Çавăнпах ĕнтĕ пирĕн ача сачĕ темиçе çул районти смотр-конкурссенче чи лайăххи шутланать. "Ача сачĕ урлă _ сывлăхлă çемьене" номинаципе те çĕнтертĕмĕр. Ку тĕлĕшпе Николаевсемпе Черновсен çем-йисем лайăх материалсем хатĕрлесе пачĕç. Эпир ачасем сывлăхлă ỹсчĕр тесе хамăртан мĕн килнине пурне те тăватпăр. Ирсерен ачасене гимнастика тутаратпăр. Çуллахи вăхăтра ăна урамра йĕркелетпĕр. Физкультура занятийĕсем те çỹллĕ шайра иртеççĕ. Кариеса хирĕç кĕрешсе кашни апат çимессерен çăварĕсене таса шывпа чỹхеттеретпĕр. Паллă ĕнтĕ, пирĕн республикăра пурăнакансене йод çитмест. Çавна шута илсе çамрăк ăрăва йод препарачĕсем парассине йĕркеленĕ. Виççĕмĕш блюдăна витаминсем хушатпăр. Ачасене хĕлĕн-çăвĕн урама уçăлма илсе тухатпăр. Кунта вĕсем воспитательсем йĕркелесе пынипе тĕрлĕ вăйăсем выляççĕ. Пирĕн воспитанниксенчен чир-чĕр айккинелле тарать. Çакăншăн воспитательсем те, медицина ĕçченĕсемпе ашшĕ-амăшĕсем те нумай тăрăшаççĕ. Ача садне 135 арçын ачапа хĕрача çỹрет. Чылай ашшĕ-амăшĕ пепкисене пирĕн пата ярасшăн. Манăн сĕтел çинче паян та 90 заявлени выртать. Шел пулин те, хальлĕхе вĕсенчен çирĕмĕшĕн ыйтăвне кăна тивĕçтерме пултаратпăр.
"Каçал Ен"