ОРДЕН ХУÇИНЕ ТУПРĔ
Çурçĕр-Кавказ регионĕнче (Чечняра) контракт службинче пулнă чух БТР водителĕ Минерамил Рафаилович Шарафутдинов паттăрлăхпа хăюлăх кăтартнăшăн "Паттăрлăх" ордена тивĕçнĕ пулнă. Çак кунсенче Тăван çĕршывăн награди хăйĕн хуçине шыраса районти çарĕç комиссариатне çитрĕ. Анчах та салтак паян пирĕнпе çук ĕнтĕ. Йывăр аманнине пула (контузи) киле таврăнсан вăл нумай пурăнайман. Çавăнпа район администрацийĕн пуçлăхĕ Г.Ф.Волков ордена унăн мăшăрне Аниса Небиулловнăна пачĕ. Чĕчкенти Шарафутдиновсен çемйинче 1965 çулхи августăн 8-мĕшĕнче ывăл çуралнă. Çирĕп, яштака пỹллĕ çитĕннĕ çамрăк. Аслă Чурачăк вăтам шкулĕнчен 1983 çулта вĕренсе тухнă. ДОСААФăн Канашри автошкулне пĕтернĕ. 1984 çулхи майăн 12-мĕшĕнче çар службине кайнă. Салтак тивĕçне чыслăн пурнăçласа 1986 çулхи март уйăхĕнче Минерамил тăван киле таврăннă. Водительре те ĕçленĕ, чылай çул лесникре вăй хунă. Çĕнĕ çурт çавăрма укçа-тенкĕ ыйтăвĕ çивĕч тухса тăнипе 2000 çулхи августăн 3-мĕшĕнче М.Шарафутдинов районти çарĕç комиссариачĕ урлă контрактпа тепĕр хут çар службине каять. Грознăй хулинчи Старопромысловски районĕн çар комендатурине лекет вăл. Çар служби БТР-ăн аслă водителĕнче пуçланать. Анчах та унăн Чечен Республикинчен çулталăк иртсенех каялла таврăнма тивет. БТР мина çине пырса кĕрсе сирпĕннипе йывăр аманать. Пĕччен кăна пулман вĕт-ха çар техники çинче салтак-водитель. Аманнă юлташĕсене, командира пулăшу парас, пурнăçĕсене çăлса хăварас тесе тăрăшать. Хĕрỹ, кăткăс самантра хăй йывăр аманнине те туйман Минерамил. Ăна "Паттăрлăх" орденпа наградăласси çинчен Раççей Президенчĕн Указĕ 2001 çулхи ноябрĕн 1-мĕшĕнчех тухнă. Тăватă çул шыранă орден контрактника. Киле таврăннă хыççăн нумаях пурăнайман вăл. 2002 çулхи майăн 10-мĕшĕнче мăшăрĕ, ачисем, тăванĕсем, ял-йыш паттăрпа ĕмĕрлĕхех сывпуллашнă. Минерамил Анисăпа 1987 çулта çемье чăмăртанă. 1988 çулта вĕсен Диля хĕрĕ çуралнă, халĕ вăл техникумра вĕренет. 1990 çулта вара Резиля хĕрĕ çут тĕнчене килет. Вăл 9-мĕш класра пĕлỹ пухать. Мĕнле пысăк хуйхă юратнă мăшăрĕ, ашшĕ çемьерен вăхăтсăр уйрăлса кайни! Йывăр тăпри çăмăл пултăр.
"Каçал Ен"