ЮХРĔ-ЮХРĔ ЧАН САССИ КĔТНЕ ТĂРĂХ
Аслă Каçал ялĕнче çĕнĕ чиркỹ хута кайни пилĕк çула яхăн ĕнтĕ. Хамăр ентешĕн С.П.Лукиянов архитекторăн проекчĕпе тунăскер, питĕ илемлĕ пулин те, пурпĕрех унта темĕскер çитмен пек туйăнатчĕ. Мĕнне пурте тенĕ пекех туйнă-сиснĕ ĕнтĕ. Чансем вырăнне çакăнса тăракан тимĕр баллон евĕрлĕ япаласем пит уçă сасах кăлараймастчĕç. Чиркĕве илем кỹрекенни вара- янăравлă чансем. Ку ĕлĕкренех çапла пулнă. Чансен янкăс сасси тĕн праçникĕсенче ирсерен те каçсерен кĕлле чĕннĕ, чирлисенчен усал-тĕселе хăваласа кăларнă, ахаль кунсенче вĕсем сасă пани инкек-синкеке систернĕ. Ĕненекенсем ыйтнипе, "Кĕтне" ентешлĕх канашĕ тата ытти çынсем сĕннипе 2004 çулхи чỹк уйăхĕнче чансем туянма укçа пуçтармалли ниме пуçланнăччĕ. Кăçалхи майăн 29-мĕшĕнче вара "Вознесение Господня" чиркĕвĕн прихожанĕсемшĕн, район çыннисемшĕн яланлăхах асра юлмалли, пысăк пĕлтерĕшлĕ, историллĕ событи пулса иртрĕ. Чиркỹ колокольни çине чансем вырнаçтарчĕç. Тĕрлĕ калăпăшлă çичĕ чана Воронежра шăратса тунă. Унти маçтăрсем вырнаçтарса çакма та килнĕ. Уява ирттерме Шупашкар тата Чăваш Ен митрополичĕ Варнава, Свято-Троицки мăнастирĕн наместникĕ Савватий епископ, республикăн кăнтăр районĕсен благочиннăйĕ Анатолий атте килсе çитрĕç. Вĕсене район администрацийĕн пуçлăхĕ Г.Волков, "Вознесение Господня" чиркĕвĕн настоятелĕ Алексий иерей, прихожансем тулли кăмăлпа, ырă сунса кĕтсе илчĕç. Çĕнĕ чансен сассине итлеме килме кỹршĕллĕ районсенчи священнослужительсем те кăмăл тунă. Шупашкартан та хăнасем йышлăнччĕ. Акă, Чăваш Республикин культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕсен министрĕ Петр Краснов çак пулăма пысăка хурса хакларĕ. "Чăваш Енре юлашки вунă çулта 200-е яхăн чиркĕве чĕртсе тăратнă е çĕнĕрен тунă. Чиркỹсем ыррине кăна вĕрентеççĕ, çынсене, Турра юрăхсăр ĕç тунине сивлеççĕ. Пирĕн историе те çырса хăвараççĕ вĕсем. Акă, Аслă Каçал чиркĕвĕн метрика кĕнеки тăрăх Красновсен йăхĕ, хушамачĕ хăçан пуçланса кайнине пĕлме, хамăр йăхăн "йывăççине" тума май килчĕ",- терĕ вăл. Хăнасем хушшинче чан туянма укçа-тенкĕ парса пулăшнă спонсорсем, меценатсем те пурччĕ. Уйрăмах сулмаклă сумма панисен хушамачĕсем чи пысăк чан çине ĕмĕрлĕхех çырăнса юлнă. Акă, Шупашкарти "Юнона-2" предприяти 140 пин тенкĕ хывнă çак ырă ĕçе. Районти предпринимательсен, ĕненекенсен, "Кĕтне" ентешлĕх членĕсен тỹпи те пур. Ырă ĕç çĕре ỹкмест теççĕ. Таса чиркỹ ĕçĕнче пулăшса пынăшăн Варнава владыка район администрацийĕн пуçлăхне Геннадий Волкова тата "Юнона-2" предприятин руководительне Александр Магаршака Архиерей грамотисем парса тав турĕ. Ирхине 8 сехет çурăра Варнава митрополит, Савватий владыка тата чиркỹсен настоятелĕсем кĕлĕ (божественная литургия) пуçларĕç. Вăл 11 сехетчен пычĕ. Кунта ĕненекенсем сыпма, пил илме пултарчĕç. Таса аттесем шкул ачисемпе студентсене вĕренỹре çитĕнỹ тума, экзаменсене йĕркеллĕ тытма, пурнăçра телейлĕ пулма, ваттисене хисеплеме ырă сунчĕç. Литурги пынă вăхăтра чиркỹ умĕнче хĕрỹ ĕç вĕрерĕ. Чансене автомашина çинчен антарса çĕр çине йĕркипе лартса тухрĕç. Вĕр-çĕнĕскерсем, хĕвел çутинче тата йăлтăрккарах курăнчĕç вĕсем. Лентăсемпе çыхса илемлетнĕскерсене Варнава митрополит тур шывĕпе сăвапларĕ. Ĕненекенсем кашниех сăвапланă чансем çумне сĕртĕнме тăрăшрĕç. Кунта асăнмалăх сăн ỹкерттерекенсем те чылайăн пулчĕç. Çакăн хыççăн Варнава митрополит кортежĕ Луцкие çул тытрĕ. Савватий епископăн çулĕ вара Шурут еннелле выртрĕ. Вăл унти хĕрарăмсен Иверски мăнастирĕн, Шурут чиркĕвĕн ĕç-хĕлĕпе паллашрĕ. "Труд" ял хуçалăх кооперативĕн председателĕ Василий Николаев владыкăна Аслă Чурачăкри чиркĕвĕн шăпи пирки каласа панă хыççăн Савватий унта çитсе курчĕ. Темиçе çул каяллах пуçланă çак стройкăна. Анчах настоятелĕ пулманнипе уншăн чупакан, тăрăшакан çук. "Паян сирĕн кунта мĕнле лару-тăру пулнине куртăм. Эпĕ тепре килнĕ çĕре чиркỹре палăрмаллах улшăнусем тăвайсан сире настоятель паратпăр"-_ тесе шантарчĕ Савватий. Çакна аслăчурачăксен, таврари ялсенчи ĕненекенсен хăйсен ĕçĕпе чиркĕве пулăшмалли сигнал тесех йышăнмалла ĕнтĕ. Савватий владыка Комсомольскине каялла çаврăнса çитнĕ вăхăта чансем чиркỹ тăрринче хăйсен вырăнне тупнăччĕ те. Чи пысăкки, колокольня çинче варрине çакăнаканни, 1200 килограмм таять. Тата 6-шĕ 150, 64, 32, 19, 8, 4 килограмлисем. Вĕсен сассисене шайлаштарса пĕтерсен чансен янăравĕ таврана сарăлчĕ. Янăраччăр вĕсем ĕмĕрех, çамрăк мăшăрсене венчете, çĕнĕ кайăксене ят хума йыхăрччăр, этемĕн çĕр çинчи пурнăçĕ вĕçленсен леш тĕнчене ăсатчăр.
"Каçал Ен"