Пĕрлешỹллĕ хуçалăх салансан, ял йывăрлăха лекет
Колхоз е ял хуçалăх кооперативĕ саланса кайсан ял та йывăрлăха кĕрсе ỹкет, тенĕччĕ пĕр мероприятире ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, "Урожай" колхоз председателĕ А.Н. Ершов. Çакна вăл тĕслĕхсемпе çирĕплетсе пачĕ. Чăнах та, ял çыннине пĕрлешỹллĕ хуçалăх укçа-тенкĕ ĕçлесе илме май парать. Кунсăр пуçне, хуçалăхра вăй хуракана тырăпа, улăмпа, утăпа тата ытти продукципе тивĕçтерет. Ăнăçлă ĕçлекен колхозăн е кооперативăн арманĕ, столяр тата хăма çуракан цехĕсем пур. Çĕрулми лартмалла-и, кăпкалатмалла-и- лаша тытса килме пулать. Пушар тухсан та ăна сỹнтерме хуçалăхăн автомашини чи малтан çитет. Вăрмана кайма е тата урăх ĕç тума транспортпа тивĕçтерет. Ал айĕнче çийĕнчех укçа-тенкĕ çук пулин те кивçенле анкартине сухаласа парать. Çу кунĕсенче колхоз çулсене якатать, хĕлле урамсене юртан тасатать. Кооператив е колхоз саланса кайрĕ, юхăнса çитсе панкрута тухрĕ- çав пулăшусем пĕри те пулмаççĕ. Чăнах та, трактор тытакан уйрăм çынсемпе çĕр ĕçне ĕçлеме пулать. Анчах ялсенче арман е хăма çуракан цехсем тытакан çынсем çукпа пĕрех. Ирĕксĕрех инçе çула тухма тивет. Уйрăм çын тата ĕç тунăшăн çийĕнчех укçа-тенкĕ ыйтать. Пирĕн районта та темиçе хуçалăх саланчĕ. Аран-аран тытăнса тăракан ял хуçалăх кооперативĕсен йышĕ те çулсеренех хутшăнса пырать. Темиçе çул каяллах унччен район администрацийĕн пуçлăхĕнче ĕçленĕ К.С.Мифтахутдинов пĕр пухура районти хуçалăхсене тăватă пая пайланăччĕ. Ура çинче çирĕп тăраканнисем, вăтаммисем, хальлĕхе тытăнкаласа тăракансем, шăтăк валашка умне çитсе тăнисем. Ăçта выльăх-чĕрлĕх пĕтереççĕ- хуçалăх саланасса кĕт. Халиччен панкрута тухнă кооперативсем пурте çавăн урлă иртрĕç. Районта çулсеренех выльăх-чĕрлĕх йышĕ чакса пыни пăшăрхантарать. 10-15 пуçпа хуçалăх пурăнаймасть. Выльăх-чĕрлĕх тытма çăмăл мар. Çапах та çак отрасль çулталăк тăршшĕпех тупăшлă мар пулсан та, укçа-тенкĕ парса тăма пултарать. Юлашки çулсенче çĕр илсе ĕçлекен фермерсем йышланчĕç. Анчах та кашниех пысăк лаптăк çинче ĕçлеймест-çке. Пенси çулне çывхаракан ĕнерхи колхозникăн мĕн тумалла? Çамрăксем Мускава, Хусана е ытти облаçсене ĕçлеме тухса кайĕç-ха. Аслăраххисен мĕнле пурăнмалла? Ирĕксĕрех алла черкке тытаççĕ. Йывăр лару-тăрăва лекнĕ хуçалăхсем хĕл кунĕсенче урамсене уçаймаççĕ. Пушар-мĕн тухсан? Кун пек тĕслĕхсем пирĕн районти хăшпĕр ял администрацийĕсенче иртнĕ хĕлле палăрчĕç те. Ял хуçалăх кооперативĕсемпе колхозсене сыхласа хăварасси унта ĕçлекенсенчен те килет. Тепĕр чухне ĕç вăйĕ çитменнипе хуçалăх вăл е ку ĕçе вăхăтра пурнăçлаймасть. Акă, кăçалхи çуракинче те хăшпĕр çĕрте механизаторсем çитмен тĕслĕхсем пулчĕç. Фермăсене ĕçлеме каякансем те сахалланни палăрать. Ĕç пымасан- производство çук. Продукци пулмарĕ- укçа-тенкĕ кĕмест. Фермер хуçалăхĕсем пирки калаçатпăр та, паянхи кун вĕсен вăйĕ çĕршыва тăрантарма çитмест-ха. Вĕсем хăйсене кирлĕ е тупăш паракан продукцие çеç туса илеççĕ. Пĕрлешỹллĕ хуçалăхсем вара тĕрлĕ культурăсем акса çитĕнтереççĕ. Çурхи ака-суха ĕçĕсем вĕçленнĕ. Уй-хир ешерме пуçларĕ. Хирсене симĕс сăн кĕни, калчасем патвар ỹсни чуна савăнтарать. Çав вăхăтрах, саланса кайнă кооперативсен уйĕсенче сухаланман, акăнман лаптăксем те пур. Çĕре ĕлĕкренех хресчен анне, çĕр-аннемĕр тесе хисепленĕ. Темĕнле йывăр пулсан та ăна пушă, сухаламасăр хăварман. Патшалăх енчен ял хуçалăхне пулăшу сахал. Апла пулин те, районта ăнăçлă ĕçлесе пыракан, аталанакан хуçалăхсем пур. Ертỹçĕсем ĕçе пĕлсе йĕркеленипе, ял çыннисен тăрăшулăхĕпе тупăш илеççĕ, çĕнĕ техника туянаççĕ. Чăваш халăхĕ ĕлĕкренех ушкăнпа ĕçленĕ. Нимене пуçтарăнса вăй хунă. Малашне те пĕрлешỹллĕ хуçалăхсем пурăнасса, ял халăхĕ ушкăнпа килĕштерсе ĕçлессе шанас килет. Çакă чи малтанах пĕрлешỹллĕ хуçалăхра (кооперативра-и, колхозра-и, агрофирмăра-и) ĕçлекенсенчен хăйсенчен килет.
"Каçал Ен"