Комсомольский муниципальный округ

АКА ХЫÇÇĂН- УЯВСЕМ

Çурхи ака-суха ĕçĕсем вĕçленнĕ хыççăн районти хăшпĕр ял хуçалăх кооперативĕсемпе колхозсенче Акатуй е Сабантуй уявĕ ирттересси йăлана кĕнĕ. "Труд", "Алга", "Дружба", "Рассвет" ял хуçалăх кооперативĕсенче маларах уявланă. Иртнĕ канмалли кунсенче вара "Искра", "Асаново", "Заря" хуçалăхсен ĕçченĕсем ĕçпе юрă уявĕнче савăннă. Çуракинче палăрнисем парнесене тивĕçнĕ. Художество пултарулăх коллективĕсемпе уйрăм юрăçсем халăха çепĕç юрăсемпе, илемлĕ ташăсемпе савăнтарнă. Спорт вăййисенче вăйлисем тупăшнă. Çитес шăматкун вара халăха районти Акатуй кĕтет.


"Каçал Ен"
08 июня 2005
00:00
Поделиться