Комсомольский муниципальный округ

Çĕнĕ выставка ĕçлет

"Иртнин астăвăмĕ- çамрăксен чĕринче" акцие хутшăнса (ăна Çĕнтерỹ 60 çул тултарнине халалланă) районти "Çĕр тата çынсем" халăх музейĕнче "Колхозниксем фронта пулăшнă" ятпа выставка ĕçлет. Ăна район архивĕн докуменчĕсем тăрăх йĕркеленĕ. Выставкăра 13 ĕç. Ленин ячĕллĕ (Комсомольски), "Динамо"(Çĕнĕ Каçал), Карл Маркс ячĕллĕ (Васильевка), "Дубовка"(Дубовка), Чапаев ячĕллĕ (Çĕнĕ Мăрат), "Хунав" (Виçпỹрт), "Искра" (Хырай Ĕнел), Молотов ячĕллĕ (Шурут), "Правда" (Шурут-Нурăс колхозсен пĕрлехи пухăвĕсен тата правленисен ларăвĕсен йышăнăвĕсен подлинникĕсемпе паллашма май пур. Вăл пухусенче Аслă Отечественнăй вăрçă вăхăтĕнче "Колхозники Чувашии" танк колонни тата "Комсомолец Чувашии" самолетсен эскадрильйи тума укçа-тенкĕ пухас ыйтусене пăхса тухнă. Çавăн пекех вăрçăра çапăçакан салтаксем валли ăшă тумтир, парнесем, ял хуçалăх продукцийĕ пуçтарса фронта ярасси пирки те калаçнă. Ял ĕçченĕсем хапăлласах май килнĕ таран Хĕрлĕ Çара пулăшма тăрăшнă.


"Каçал Ен"
08 июня 2005
00:00
Поделиться