"Динамо" çĕнтернĕ
Футбол вăййи - пирĕн районта чи анлă сарăлнă спорт енĕсенчен пĕри. "Кĕтне" команда ытти çулсенче республика чемпионатĕнче ăмăртса пĕрре мар мала тухнă. Нумаях пулмасть район центрĕнчи тĕп стадионта футболла выляса район кубокне çĕнсе илессишĕн тупăшусем иртнĕ. Вăйăсем хĕрỹ пулнă. Кашни команда çĕнтерỹшĕн вылянă. Районти шалти ĕçсен пайĕн "Динамо" команди чи нумай очко пуçтарса пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнĕ, район кубокне тивĕçнĕ. Иккĕмĕш вырăнта- "Дружба" ял хуçалăх кооперативĕн туслă команди. "Кубня" футболисчĕсем виççĕмĕш вырăн йышăннă. Çĕнтерỹçĕсене тата чи ăста вылякансене дипломсем тата призсем парса чысланă. Паян 1991-1993 çулсенче çуралнă ачасем хушшинче иртекен Чăваш Республикин чемпионачĕн ăмăртăвĕсем пулса иртнĕ. Комсомольскинчи "Орбита" команда Тăвай рай-онĕнчи "Дубрава" командăпа тĕл пулнă. Футболла выляса ăмăртусем ирттерни çак спорт енне татах та аталантарма, ачасен тата çитĕннисен сывлăхне çирĕплетме май парать.
"Каçал Ен"