Тăрăшатпăр, яваплăха туятпăр
Районти социаллă хỹтлĕх системинче паян икçĕре яхăн çын вăй хурать, 167-шĕ договорпа пĕччен пурăнакан ватăсене, инвалидсене пăхать. Район администрацийĕн социаллă хỹтлĕх пайĕнче вара эпир тăххăрăн. Пирĕн системăра тăрăшакансем пурте ватă çынсене пулăшу парасси чи сăваплă тивĕç тесе шутлаççĕ. 2000 çулхи октябрĕн 27-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Указĕпе Социаллă работниксен кунне туса хунă. Ăна кашни çул июнĕн 8-мĕшĕнче уявлаççĕ. Çакă социаллă хỹтлĕх органĕсенче вăй хуракансен ĕçне патшалăх тивĕçлипе хакланине пĕлтерет. Вĕсем ватă инвалидсене, нумай ачаллă çемьесене социаллă хỹтлĕхе илеççĕ, кирлĕ пулăшу параççĕ, ыркăмăллăх миссине пурнăçлаççĕ. Хальхи вăхăтра вара социаллă пулăшăва тивĕçлисем нумайлансах пыраççĕ. Вĕсенчен хăшĕ-пĕри ветерансен çурчĕсенче пурăнать, унта хỹтлĕх тупать. Çав çуртсенче пирĕн системăри ĕçченсем тăрăшаççĕ, ватă çынсен ыйтăвĕсене çийĕнчех татса параççĕ, канлĕ ватлăх туса парассишĕн ырми-канми вăй хураççĕ. Эпĕ уйрăмах Çĕнĕ Мăратри ветерансен çурчĕн заведующине Валентина Уткинана палăртасшăн. Тăхăр çул ĕçлет вăл, чăннипех те тав сăмахне тивĕç. Туслă коллектив кунта, пурте ватăсем лайăх пурăнччăр тесе тăрăшаççĕ. "Ветерансем çинчен" тата унпа çыхăннă ытти саккунсене пурнăçласа (Раççейĕн те, республикăн та) çулсерен укçа-тенкĕ уйăрассин калăпăшĕ ỹссех пырать. Акă, Раççей Федерацийĕн телефон çыхăнăвĕ çинчен калакан саккунĕпе тата Чăваш Республикин бюджетĕнчен укçа уйăрса памалли йĕркепе килĕшỹллĕн, телефонпа, радиопа усă курнăшăн абонемент тỹлевне çурри чакарнипе ĕç ветеранĕсене 173 пин тенкĕ компенсаци укçи тỹленĕ. Раççей Федерацийĕн донорсем пирки йышăннă саккунĕ те пур. Унăн 11-мĕш статйинче "Раççейĕн хисеплĕ донорĕ" ята тивĕçнисене çулсерен 6-шар пин тенкĕ парса пулăшмалла. Районти социаллă хỹтлĕх пайĕнче çак ыйтупа 19 çын пулчĕ. Паянхи куна вĕсене 29,5 пин тенкĕ тỹленĕ. Чăваш Республикин ачаллă çемьесене патшалăх пособийĕ тỹлесси пирки йышăннă саккунĕ 2005 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен вăя кĕчĕ. Ăна пурнăçласа Чăваш Ен Правительстви ачаллă граждансене патшалăх пособийĕ тỹлемелли йĕркене çирĕплетнĕ. Енчен те çемьери кашни çыннăн тупăшĕ пурăнмалли виçерен иртсе каймарĕ пулсан, социаллă хỹтлĕх пайĕ уйăхсерен ачасене пособи тỹлет. Çỹлерех асăннă саккунпа килĕшỹллĕн кăçалхи апрелĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа пĕр ачашăн- 100 тенкĕ, иккĕшĕн- 125-шер, виçĕ е ытларах ачашăн 140-шер тенкĕ тỹлеме тытăнтăмăр. Май уйăхĕнче ачашăн патшалăх пособийĕ илекенсем 3508 çын пулнă. 2004 çулта хваттершĕн тата коммуналлă пулăшусемшĕн тỹлессинче çăмăллăхсемпе 3266 ветеран усă курнă, вĕсене 1 миллион та 671 пин тенкĕпе, 1329 инвалида 747 пин тен-кĕпе пулăшнă. Эмелсем илме, шăл ларттарма 1826 ветерана 2 миллион та 93,2 пин тенкĕ, 911 инвалида 78,3 пин тенкĕ панă. Ĕç, социаллă тата демографи политикин министерстви урлă 2004 çулта ачасене лагерьсене канма, сывлăхне çирĕплетме кайма 79 путевка уйăрса панă. Кун пек путевкăсемпе нумай ачаллă, сахал тупăшлă çемьесем, ача-инвалидсем, тăлăх ачасем усă кураççĕ. Социаллă хỹтлĕх пайĕ Пенси фончĕн районти уйрăмĕпе тачă çыхăнса ĕçлет. Унпа пĕрле эпир патшалăхăн социаллă пулăшăвне тивĕçлисен ре- гистрне турăмăр. З.В.Каринкинана, унăн специалисчĕсене социаллă ĕçченсен кунĕ ячĕпе ăшшăн саламласа кулленхи ăнăçу сунатăп. Социаллă хỹтлĕх пайĕ район, ял администрацийĕсемпе, вĕрентỹ управленийĕпе, культура пайĕпе пĕрле Аслă Çĕнтерĕве 60 çул çитнине хатĕрленсе ирттерес ĕçе те активлă хутшăнчĕ. "Аса ил-ха, салтак" телепередачăна йĕркелеме чылаях вăй хума тиврĕ. Вăрçă участникĕсемпе вăл 2004 çулхи ноябрĕн 26-мĕшĕнче пулчĕ. Вĕсемпех районти культура çуртĕнче "Огонек" фестиваль те ирттертĕмĕр. Районти 1934 вăрçă ветеранĕ, тылра вăй хунисем Çĕнтерĕве 60 çул çитнĕ ятпа юбилей медалĕсене тивĕçрĕç, тăваттăшне "Ока" автомашина парса чысланă. Сăмах май, 2004 çулта çакăн пек автомашинăна 17 ветерана панă, 29-шне тỹлевсĕр телефон лартнă. Кăçал вара "Волгателеком" ОАО урлă 13 вăрçă участникне сотовăй телефон панă. 2005 çулхи апрелĕн 21-мĕшĕнче социаллă хỹтлĕх системинче ĕçлекенсен республикăри фестивалĕ иртрĕ, 39 коллектив хутшăнчĕ унта. Пирĕн ĕçченсем фестиваль лауреачĕ пулса тăчĕç. Ĕçре те хастар, канура та сатур социаллă хỹтлĕхре вăй хуракансем. Уяв кунĕ эпĕ социаллă хỹтлĕх ветеранĕсене ăшă сăмахсемпе саламламасăр хăварма пултараймастăп. Вĕсем- Л.Ф.Сорокина, М.П.Щукина, В.Ф.Мамуткина, Е.Я.Краснова. Ăнăçу, телей, канлĕ ватлăх сунатăп пирĕн çывăх çынсене. Июнĕн 8-мĕшĕ- пирĕн профессиллĕ уяв. Çак ятпа эпĕ районти пĕтĕм социаллă ĕçченсене, социаллă хỹтлĕх пайĕн специалисчĕсене, социаллă пулăшу центрĕнче вăй хуракансене тулли кăмăлтан, чи тивлетлĕ сăмахсемпе саламлатăп, ырлăх-сывлăх, телей, ăнăçу сунатăп, ĕçре малашне те пысăк тăрăшулăхпа, пуçарулăхпа палăрса тăрасса шанатăп.
"Каçал Ен"