Театр ялта
Республикăри Чăваш çамрăкĕсен театрĕ халĕ гастрольте. Иртнĕ шăматкун вĕсем Аслă Чурачăк культура çуртĕнче пулса "Ма тĕл пултăм-ши санпа(" спектакль лартса пачĕç. Артистсен пултарулăхне ял çыннисем хапăлласа йышăнчĕç, пьесăри сăнарсемпе пĕрле савăнчĕç те, хурланчĕç те. Спектакльшĕн "Труд" ял хуçалăх кооперативĕ укçа-тенкĕ тỹленĕ. Çывăх вăхăтра артистсем районти ытти ялсене те çитĕç.
"Каçал Ен"