Комсомольский муниципальный округ

Юбилей те, акатуй та

Çĕршывра колхозсен юхăмĕ иртнĕ ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсенче пуçланнă. Пирĕн районти халăх та çакна ырласа йышăннă, унта та кунта пĕрлешỹллĕ хуçалăхсем йĕркелеме пуçланă. Çав çулсенче "çуралнă" колхозсенчен пĕри вăл- "Искра". Иртнĕ вырсарникун хырайĕнелсем тăван хуçалăхăн 75 çулхи юбилейне паллă тума пуçтарăнчĕç. Акатуйне те пĕрле ирттерме шут тытнипе уявĕ сулмаклăрах та, савăнăçлăрах та пулчĕ. Тĕрлĕ çĕртен килнĕ хăнасем умĕнче питне хĕретме тивмерĕ ял çыннисен, пысăк праçнике вĕсем тĕплĕн хатĕрленнĕ. Колхоз, ял, шкул историне сăнлакан документсемпе, сăнỹкерчĕксемпе стенд-сем тунă. Ял урамĕсене пырса кĕрсен те кунта тĕплĕ хуçасем пурăнни куçкĕрет, пур çĕрте те тирпейлĕ, таса. Колхоз ертỹçипе В.Красновпа Александровка ял администрацийĕн пуçлăхĕ В.Волков килĕштерсе ĕçлемесĕрех пулман ĕнтĕ çак тирпей-илем. "Искрăсене" 75 çулхи юбилейĕпе, ĕçпе юрă тата спорт уявĕпе район администрацийĕн пуçлăхĕ Геннадий Волков, ЧР ял хуçалăх министрĕн çумĕ Геннадий Тихонов, ЧР Писательсен союзĕн председателĕ, хырайĕнелсен ентешĕ Валери Туркай ăшшăн саламларĕç, ырă сунса парнесем пачĕç. Район пуçлăхĕ колхоз производствинче малта пыракансене, ветерансене Хисеп грамотисемпе чысларĕ. Райадминистраци ятĕнчен парнеленĕ музыка центрĕ çамрăксене савăнма та, праçниксем ирттерме те чухах пулчĕ. Кирек мĕнле юбилей те аса илỹсемпе çыхăннă. Акă, халь уйрăм хуçалăхсем "Россия" колхозра пулнă чухне ăна Евгений Карпеев ертсе пынă. "Слава" ЯХПК председателĕ Анатолий Потемкин, ЧАССР тата РФ тава тивĕçлĕ агрономĕ, хăй вăхăтĕнче республикăри ял хуçалăх министрĕн çумĕ пулнă Силантий Ишмуратов, тимĕрçĕре ĕçленĕ Алексей Ишмуратов тата ыттисем те иртнĕ çулсене аса илчĕç. Вырăнти художество пултарулăх коллективĕ чаплă концерт хатĕрленĕ. Илемлĕ чăваш тумĕ тăхăннă хĕрарăмсем юрăсем шăрантарчĕç, ташăра акăш евĕрлĕ ишрĕç. Чăваш ташшин çемми янраса кайсан концерт куракан Валери Туркай чăтса тăраймарĕ, сцена çине çăмăллăн вĕçнĕ пек тухса ташша çаптара пачĕ. Çеçпĕл Мишши ĕмĕтленнĕ ĕмĕт ("Çĕн поэт ака та тутăр, утă çултăр, вутă çуртăр, туй пулсан ташлатăр, култăр) пурнăçланчĕ тейĕн. Тĕп хуламăртан пĕччен килмен Валерий Владимирович, унăн юрăç-тусĕсем Иван Христофоровпа Вячеслав Вахтеркин Хырай Ĕнел ял халăхне хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç. Спорт вăййисем хĕрỹ те кăсăклă иртрĕç. Кире пуканĕ йăтассипе Ю.Кузьмина çитекенни пулмарĕ. Ял пăхаттирне ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен тупăшăвĕ палăртрĕ. Кĕрешỹ пуçлансан тỹпен кашти хуçăлса анчĕ тейĕн, çумăр йăсласа çума пуçларĕ. Çапах кĕрешỹçĕсем çакна асăрхамарĕç те. Тĕп парне- така- Александр Александрова тивĕçрĕ. Сашăн амăшĕ каланă тăрăх, каччă иккĕмĕш хут така çĕнсе илет. Унăн ашшĕ те хăй вăхăтĕнче ялти чи вăйлă арçын пулнă, çичĕ хутчен така илме пултарнă. Волейбол, футбол вăййисем те кăсăклă иртрĕç. Йывăçсем айĕнче ятарласа тунă сĕтелсем патĕнче вара ял халăхĕ, хăнасем какай шỹрпипе сăйланчĕç. Уяв уявах пултăр тенĕ ĕнтĕ колхоз правленийĕ, çакăншăн тĕреклĕ вăкăрне те хĕрхенмен. Хаваслă та асра юлмалли праçникре савăннă хыççăн "Искра" колхоз ĕçченĕсем пысăк хавхаланупа ĕçе пикенессе шанас килет. Тулли кăмăлпа ĕçлесен уй-хирте те, фермăра та, ытти çĕрте те ăнăçу пулмаллах. Кĕркуннепе пỹлмĕрсем тулли, выльăхăрсем тутă, çуртăрсем ăшă пулччăр, хăвăр сывлăхлă та телейлĕ çỹрĕр, хырайĕнелсем.


"Каçал Ен"
08 июня 2005
00:00
Поделиться