Çемье медицини- тĕп ыйту
Иртнĕ кĕçнерникун пирĕн районта республикăри тĕп врачсен кунĕ иртрĕ. Малтанах хăнасем район больницин ĕç-хĕлĕпе тĕплĕн паллашрĕç. Çемье врачĕн офисĕнче, ача-пăча, реанимаци уйрăмĕсенче, поликлиникăра тата ытти çĕрте те пулчĕç. Кайран пурте район администрацийĕн ларусем ирттермелли залне пухăнчĕç. Кунти канашлăвăн ĕçне ЧР сывлăха сыхлас ĕç министрĕн çумĕ Н.В.Макарова йĕркелесе ертсе пычĕ. Малтанах район администрацийĕн пуçлăхĕ Г.Ф.Волков республикăри больницăсен тĕп врачĕсене район пурнăçĕпе паллаштарчĕ. Малалла ЧР Президенчĕ "Чăваш Республикинче çемье медицинине аталантарас ĕçри хушма мерăсем çинчен" йышăннă Указа реализацилес ыйтăва пăхса тухрĕç. Ăна сỹтсе явса Комсомольски, Патăрьел, Сĕнтĕрвăрри районĕсенчи больницăсен тĕп врачĕсем- М.И. Федорова, Н.А.Тинюков, А.В. Данилов тухса калаçрĕç. Муркаш районĕнчи Мăн Сĕнтĕрти, Шупашкар районĕнчи Ишлейри, Çĕрпỹ районĕнчи Чурачăкри участок больницисен тĕп врачĕсем Л.И.Самушков, В.Г.Федоров, Р.И.Кондратьева халăха тỹлевсĕр медицина пулăшăвĕ парас енĕпе патшалăх гарантине мĕнле пурнăçласа пынипе паллаштарчĕç. ЧР Сывлăха сыхлас ĕç министерствин клиникăпа эксперт ĕçĕн штатра тăман тĕп специалисчĕ Н.Н.Долгова вăхăтлăх ĕçлеме пултарайман çынсем тĕлĕшпе 2004 çулта Чăваш Республикинче тунă пĕтĕмле-тỹсем çинче чарăнса тăчĕ. Канашлу ĕçне ЧР сывлăха сыхлас ĕç министрĕн çумĕ Н.В.Макарова пĕтĕмлетрĕ, чылай ыйту çине хуравларĕ
"Каçал Ен"