Райпо: ĕнер, паян, ыран
Çĕршывра рынок хутшăнăвĕсем çулсеренех вăйланса пыраççĕ. Уйрăм çынсен предприятийĕсем, магазинĕсем уçăлаççĕ. Вунă-вунпилĕк çул каялла районта суту-илỹ системинче пĕртен-пĕр райпо çеç ĕçленĕ. Юлашки çулсенче вара район центрĕнче çеç мар, ялсенче те вуншар магазин суту-илỹ тăвать. Апла пулин те, вĕсем райпон конкурен-чĕсемех пулаймаççĕ-ха. Çакă чăн малтанах райпон пурлăх никĕсĕ çирĕп пулнипе, вăл ăна татах та çĕнетсе пынипе, таварсен ассортиментне пуянлатнипе, тỹлевлĕ пулăшу памалли ытти меслетсене алла илнипе, рынок саккунĕсене пăхăнса тăрăшнипе çыхăннă. Асăрхăр-ха, юлашки 10 çулта райпо магазинĕсем тул енчен те, шал енчен те тĕпрен улшăнса çĕнелчĕç. 1980 çулсенче тунă магазинсен "пичĕ-куçĕ" юсав ĕçĕсем ирттерсе илемлĕх сăнĕ кĕртнĕрен хăйсем патне йыхăрать. "Кĕрĕр, туянăр, сире мĕн кирли пирĕн пурте пур",- теççĕ вĕсем. Шала кĕрсен те, унччен хулара çеç курнă прилавоксем, витринăсемпе сентресем куçа илĕртеççĕ. Ял çыннисем те унти таварсем пахалăхлă пулнипе вĕсене кĕрсе туянма кăмăллаççĕ. Акă, иртнĕ çул Эльпуçĕнче çĕнĕ магазин хута кайрĕ. Кун пек тĕслĕхсем темиçе те илсе кăтартма пулать. Çакă райпо правленийĕ тупăш илнипе çеç лăпланса ларманнине, ĕçе куллен çĕнĕлĕхсем кĕртсе пынине, суту-илỹ точкисен интерьерне илемлетес тесе тăрăшнине пĕлтерет. Район центрĕ- район сăн-сăпачĕ. Çавăнпа та юлашки вăхăтра кунти суту-илỹ çурчĕсене хитрелетес, сервис условийĕсене пахалăхлăрах тăвас енĕпе çине тăрса ĕçленĕ. Акă, унчченхи универмага юсав ĕçĕсем туса палăрмаллах улăштарчĕç. Çĕрле çуталса ларакан "Торговый дом" текен вывеска таçтан инçетрен курăнать. Шала кĕрсен те куç-пуç алчăраса каять. Кунта промышленноç таварĕсем çеç мар, хырăм выçса çитсен кĕрсе çырткаласа яма коктейль-бар та пур. Сире вĕри чей е кофе, шашлăк е ăшаланă чăх тата ытти апат-çимĕç сĕнеççĕ. Таварсен ассортименчĕ те куç умĕнчех. Çакăн пирки вун-вун çул каялла ĕмĕтленме çеç пултарнă. Универмагпа юнашар "Вино" №ахаль чĕлхепе каласан "виннăй"№ тата сĕтел-пукан сутакан магазин ларатчĕ. Халĕ кайса пăхăр-ха вăл вырăна. Сирĕн ума пачах урăх çурт тухса тăрать. "Салон услуг" ятлă вăл. Урмаелĕнчи "Мастер" фирма ĕçченĕсем тăрăшнипе ĕнерхи магазин паян капăр тум "тумланнă". Кунта эрех-сăра та туянма пулать. Çỹç-пуçа илемлетес тесен, тархасшăн, парикмахерски ĕçлет. Кĕтмен лару-тăрăва пула сасартăк сăнỹкерчĕк кирлĕ пулсан та çак çуртах çитме пултаратăр. Сире кĕске вăхăт хушшинчех сăнỹкерчĕк туса парĕç. Унччен вара кун пек самантсенче Канаша е Шупашкарах çул тытма е пĕр эрне кĕтме тиветчĕ. Хĕрсемпе хĕрарăмсен яланах илемлĕ, хитре, чипер пулас килет. Вĕсен те хулана кайса çỹремелле мар. Илемлĕх салонĕнче косметика енĕпе те ĕçлеççĕ. Макияж, маникюр, педикюр, массаж... Шăл ыратать- эсир çак салонах пыма пултаратăр. Çавăнтах хăвăр кăмăла каякан шампуньсем, косметика тата ытти япаласем туянма пулать. Унта ăста специалистсем вăй хураççĕ. Акă, косметика пỹлĕмĕнче медсестра тата аслă пĕлỹллĕ врач ĕçлеççĕ. Вĕсем хуларинчен пĕрре те кая мар пулăшу пама пултараççĕ. "Весна" ресторан район центрне кĕрекен çул хĕрринче вырнаçнă. Çав çуртра "Детский мир" магазинччĕ. Халĕ вăл та палăрмаллах улшăнчĕ. Иртсе каякан кашни укçаллă çыннăнах унăн илĕртỹлĕхне кура ресторана кĕрсе курас килет. Шалти çепĕç кĕвĕ-çемĕ, сервис пахалăхĕ хаваслă, кăмăллă канма май парать. Райпо тавар туянакансен сывлăхĕшĕн те тăрăшать. Район центрĕнче аптека çуртне хута янă. Унта чирлисене кирлĕ чылай эмел туянма пулать. Ял çынни выльăх-чĕрлĕх усрамасăр пурăнаймасть. Суту-илỹ çуртĕнче №Торговый дом№ ветеринари аптеки ĕçлет. Унта выльăх-чĕрлĕх чирлесен кирлĕ эмел тупса илме пулать. Специалистсем усăллă канашсем те параççĕ. Каларăмăр ĕнтĕ, райпо куллен кирлĕ таварсемпе çеç суту-илỹ тунипе лăпланса лармасть. Транспорт хатĕрĕсем валли запас пайсем те, çунтармалли-сĕрмелли япаласем те сутать. Хатĕрлев ĕçĕпе те тимлет. Аш-какай, сĕт, тир, çĕрулми, пахчаçимĕç, хурт-хăмăр, тимĕр-тăмăр, çĕтĕк-çурăк, эмел курăкĕсем пуçтарать. Ял çыннин çак продукцие район центрне леçме транспорт шырамалла мар. Ялти магазинсемех вĕсене йышăнаççĕ. Çакă ялта пурăнакансемшĕн меллĕ. Паян мĕн тунипе çеç лăпланса лармасть райпо. Унăн тĕллевĕсем пысăк. Хальлĕхе пур ялта та магазинсем çỹлерех асăннă пек илемлĕ тум тăхăнайман-ха. Çитес вăхăтра вĕсене те черет çитĕ. Ĕнерхин никĕсĕ çинче паян ыранхи валли илем тумалла. Çак тĕллевпе ĕçлет, пурăнать райпо коллективĕ.
"Каçал Ен"