Комсомольский муниципальный округ

"Уя тухсан мĕн сас лайăх? Машина-трактор сасси лайăх."

 Çурхи ака-суха ĕçĕсем вĕçленнĕренпе чылай вăхăт иртнĕ пулин те, уй-хирсенче тракторсен сасси лăпланмасть. Халĕ хуçалăхсем çумкурăксене хирĕç кĕрешеççĕ, гербицидсем сапаççĕ. Кăçалхи тухăç мĕнле пулĕ? Акнă-лартнă культурăсем шăтса тухнă-и? Çак ыйту интереслентерчĕ районти ял хуçалăх управленийĕн специалисчĕсене, хуçалăхсен ертỹçисемпе тĕп агрономĕсене. Пĕтĕмĕшле илсен, пĕлтĕрхипе танлаштарсан, кăçал лару-тăру чылай лайăхланни палăрчĕ. Калчасене пăхса тухмалли смотр районта йăлана кĕнĕ. Унта вăл е ку культура мĕнле шăтса тухнипе çеç интересленмеççĕ, çумкурăка хирĕç кĕрешес тĕлĕшпе нумай çул ял хуçалăхĕнче ĕçленĕ çынсен сĕнĕвĕсене итлеççĕ, сỹтсе яваççĕ. Кăçалхи тĕрĕслев, ăна тĕрĕслев тесен тĕрĕсех те пулмасть пулĕ, "Победа" ЯХПК хирĕсенчен пуçланчĕ. Ку хуçалăх пĕлтĕр йывăрлăха кĕрсе ỹкнĕччĕ. Кăçал вĕсем 423 гектар çине пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши тырăсем акса хăварнă. Калча лайăх шăтса тухнă. Çумкурăксене хирĕç кĕрешес енĕпе те ĕçлеççĕ. 50 гектар çинчи кĕр тыррисем те лайăх хĕл каçнă. Специалистсем, механизаторсем, ытти ĕçченсем тăрăшуллă пулсан ку хуçалăх япăх мар тухăç илĕ. "Урожай" колхоз районта чи нумай лаптăк çинче çĕрулми туса илет. "Иккĕмĕш çăкăра" вĕсем 130 гектар лартнă. Вăрлăх пахалăхĕ лайăх. Кăçал япăх мар тухăç илме май пур. 53 гектар çинчи урпан "эльф" сорчĕ те аван ешерет, çумкурăксем çук. Ку хуçалăх уйĕсенче калаçу чылая тăсăлчĕ. Кунта "иккĕмĕш çăкăр" тупăшлăхĕ пирки те сăмах хускатрĕç. Иртнĕ çул пирĕн район тухăçлă çĕрулми туса илнипе республикăра ял хуçалăхĕпе "Чи тухăçлă эффективлă ĕçлекен район" ята тивĕçнĕ, кăнтăр енчи районсем хушшинче пĕрремĕш вырăн йышăннă. Кăçал та пирĕн район çĕрулми лаптăкĕпе республикăра пĕрремĕш вырăн йышăнать. Сăмахран, Пăрачкав районĕ пурĕ те 15 гектар çине çеç "иккĕмĕш çăкăр" лартнă. Ăна та пĕрлешỹллĕ хуçалăх мар, фермер хуçалăхĕ çитĕнтерет. Çĕрулмирен пысăк тухăç илме çăмăл мар. Апла пулин те, вăл паянхи кун тупăшлă культура шутланать. "Победа" ЯХПК çĕрĕ çинче "Нива" хуçалăх та "иккĕмĕш çăкăр" лартнă. Вăл çак ĕçе Голланди меслечĕпе пурнăçланă. Вĕсем йăрансене çырса хăпартнă. "Урожай" колхозра козлятникпа виççĕмĕш çул усă ку-раççĕ. Нумай çул ỹсекен çак курăк çулмалăх пулса çитнĕ. Хуçалăхăн тĕп агрономĕ В.Денисов вăл вăхăтра çав кунах çулса пăрахасси çинчен каларĕ. Козлятник- пирĕн районшăн çĕнĕ культура. Ăна виçĕ-тăватă çул каялла çеç акса тума пуçланă. "Урожай" колхозсăр пуçне "Рассвет", "Кызыл сабанча" хуçалăхсем те çак курăка çитĕнтереççĕ. Кăçал вара тата 7 хуçалăх качака курăкĕ акса хăварнă. Хальлĕхе вăл районĕпе 500 гектар çинче ỹсет. Унчченхи çулсенче 5 пин гектар ытла кĕр тыррисем акнă. Иртнĕ çул вара унăн лаптăкĕ 2 хут пĕчĕкрех пулнă. Кĕр тыррисем çулсеренех пĕр евĕрлĕрех тухăç параççĕ. Çавăнпа та унпа ĕçлеме пăрахмалла мар. Çакăн пек шухăш пулчĕ калаçусенче. "Урожай" колхоз çулсеренех хирсене тислĕк нумай кăларать. Вĕсем кăçал "Вектор" комбайн илесшĕн. Вăл улăма вĕтетсе хирех сапаласа пăрахса хăварать. Улăм _ чи лайăх удобрени. Ун çинче химилле япаласем çук, уссине вара минераллă удобренисенчен пĕрре те кая памасть. "Урожай" çĕрулми çине пысăк тимлĕх уйăрать. Çĕнĕ йышши сортсем туянса лартать. Ку хуçалăхра кĕркуннех çĕрулмине вăрлăх валли ятарласа суйласа хăвараççĕ. Çавăнпа та çуркунне вĕсен "иккĕмĕш çăкăра" касса вăрлăх хатĕрлес ĕç çук. Малалла çул "Луч" ял хуçалăх кооперативĕ еннелле выртрĕ. Ку хуçалăх та çĕрулмипе ăнăçлă ĕçлет. Çак культурăн лаптăкĕ кунта 125 гектар. Хăшпĕр лаптăксене унчченхи технологипе лартнă, Голланди меслечĕпе усă курнă лаптăксем те чылай. Пĕлтĕр ку хуçалăхра "иккĕмĕш çăкăртан" пысăк тухăç илнĕ. Хирсене пăхсан кăçал та çĕрулми тупăш парасса шанма пулать. "Луч" хуçалăхăн ытти культурăсен уйĕсем те таса. "Труд" ял хуçалăх кооперативĕ кăçал пуçласа качака курăкĕ акнă. 100 гектар çине çуррине пĕр çул ỹсекен курăксемпе, тепĕр çуррине хăйне çеç акса хăварнă. Çак хирте агрономсемпе калаçу ирттерчĕç. Качака курăкне хăйне çеç акса хăварнă лаптăка пиçен сырса илнĕ. Ăна мĕнле пĕтермелле? Тĕрлĕ сĕнỹ пулчĕ. "Дружба" ял хуçалăх кооперативĕн çĕнĕ ертỹçĕ. Иртнĕ çул кунта çĕртме туманпа пĕрех. Çавăнпа кăçал çур тыррисене сухаламасăрах, культиваци хыççăн акнă. Вăхăтра гербицидсем сапнă. Уйсем таса. Çумкурăклă хирсенче малашне татах та имçамсемпе кĕрешесшĕн. "Изамбаево" ял хуçалăх кооперативĕнче лару-тăру йывăрччĕ. Пĕлтĕрхи тухăç çак ял ĕçченĕсене çырлахтармасть, паллах. Кăçал вара урăхларах ỹкерчĕк. Енчен те çанталăк кирлĕ условисем туса парсан, ку хуçалăх япăхах мар тухăç илме пултарĕ. Нĕркеçсем ("Госсорткомиссия") уй-хир культури çитĕнтерес енĕпе пысăк опыт пухнă. Хирсем таса, акнă культурăсем лайăх ешереççĕ. Пĕр уя специалистсем районти чи ла-йăх хир тесе те хакларĕç. Çанталăкĕ парсан, тен, кашни гектартан 45-50-шар центнер тырă туса илме те пултарĕç нĕркеçсем. Çураки, яланхи пекех, кăçал та çăмăл пулман. Пирĕн районти ял хуçалăх предприятийĕсем 42 миллион тенкĕлĕх кредит илнĕ. Вăл укçа-тенкĕпе техника валли запас пайсем, çунтармалли-сĕрмелли материалсем, вăрлăх туяннă. Пĕтĕмĕшле илсен, районти ял хуçалăх кооперативĕсемпе колхозсем çурхи ака-суха ĕçĕсене пахалăхлă вĕçленĕ. Çумкурăксемпе кĕрешес ĕç пырать. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Г.Ф.Волков, районти ял хуçалăх управленийĕн начальникĕ Г.М. Киргизов, тĕп агрономĕ И.Х. Минетуллин пĕтĕмлетỹсем турĕç. Çанталăк условийĕсем пулсан кăçал районти хуçалăхсем япăх мар тухăç илессе шанма пулать.


"Каçал Ен"
11 июня 2005
00:00
Поделиться