Комсомольский муниципальный округ

Районти ĕçпе юрă, спорт уявĕ

Районти ĕçпе юрă, спорт уявĕ кăçалхипе 54-мĕш хут иртрĕ. Акатуя Аслă Отечественнăй вăрçăра çĕнтернĕренпе 60 çул, Чăваш Республикине туса хунăранпа 85 çул, Аслă Каçал ялĕ пуçланнăранпа 440 çул çитнине халалланă. Ĕçпе юрă, спорт уявне оргкомитет председателĕ, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Г.Киргизов уçрĕ, ертсе пычĕ. Район пуçлăхĕ Г.Волков пурне те ăшшăн саламларĕ, çуракине лайăх ирттернĕ ял хуçалăх предприятийĕсене палăртрĕ, хастар ĕçшĕн тав турĕ. Чăваш Республикин Президент Администрацийĕн ертỹçи- культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕсен министрĕ П.Краснов пушă алăпа килмен. Вăл Комсомольски тĕп больницин медсестрине Н.Ананьевăна ЧР Президенчĕн Тав çырăвне пачĕ. "Урожай" колхоз председателĕпе А.Ершовпа район больницин ĕçченĕ Л.Владимирова ЧР Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотисене тивĕçрĕç. Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотине районти тăватă çынна пачĕ Петр Степанович. Президент стипендиачĕсем тата "Ял çынни" программăпа çурт лартакансем виçĕ çемье çав кун свидетельствăллă пулчĕç. Район çыннисене çавăн пекех РФ Патшалăх Думин депутачĕ П.Семенов, РФ перекет банкĕн Чăваш Енри уйрăмĕн ертỹçин çумĕ А.Шугаев, "Чăвашрегионгаз" предприятин гендиректорĕ К.Мифтахутдинов тата ыттисем те уяв ячĕпе саламларĕç. Районти агропромышленность комплексĕнче ĕçлекенсен профсоюз комитечĕн председателĕ Ю.Тимофеев хастар ĕçченсен списокĕпе паллаштарчĕ, район пуçлăхĕсем вĕсене Хисеп грамотисемпе хаклă парнесем парса чысларĕç. Районти ĕçпе юрă, спорт уявĕ чăваш литературине юратакансемшĕн, "Каçал ен" вулаканĕсемшĕн те асра юлчĕ. Çав кун чăваш кĕнеке издательстви Акатуй праçникĕнче хăйĕн продукцийĕпе сутă турĕ. Çĕнĕ повеçсемпе калавсен, романсен кĕнекисене, методика литературине хапăлласах туянчĕç çынсем. "Район хаçатне- кашни киле" акци те ăнăçлă иртрĕ. "Ăстаçăсен хули" çумĕнче вырнаçнă стендсемпе, "Каçал ен", "Вакыт" хаçатсен çĕнĕ номерĕсемпе кăсăкланса паллашрĕç уява килнисем. Кăмăл тăвакансен çак хаçатсене 2005 çулхи иккĕмĕш çур çулта илсе тăма çырăнма та май пулчĕ. "Слава" ЯХПК председателĕн А.Потемкинăн алли çăмăл пулчĕ курăнать, "Каçал ен" çырăнас текенсем йышлăн пулчĕç. "Вакыта" (вăл çулталăк ĕнтĕ пирĕн районта тухса тăрать) вара пирвай çырăнаканĕ ял хуçалăх  управленийĕн тĕп агрономĕ И.Минетуллин пулчĕ. Хамăр вулакансемпе лотерея вылявĕ те ирттертĕмĕр. Чи телейлисем призсене тивĕçрĕç. Парнесем пысăк та хаклă пулмасан та, асаилĕвĕ хаклă. "Каçал енĕн" яланхи тусĕсем З.Седова, А.Игнатьева, М.Илларионова, А.Ефремова, М.Каштанова, И.Прохоров пирĕн призсене выляса илчĕç. Çырăнтару июнĕн 30-мĕшĕчченех пырать. Кам "Каçал ене" II çур çула çырăнма ĕлкĕреймен, васкăр. Яланах пĕрле пулар!  Уяв пуçланас умĕн чĕннĕ хăнасемпе район çыннисене фольклор сцени çинче артист-сем çăлкуçран шăнкăртатса юхакан шыв пек янăравлă юрăсемпе, тăпăр-тăпăр ташăсемпе кĕтсе илчĕç. Ĕлĕкхи пир кĕпесем тăхăннă, саппун, теветсем çакнă, сурпан сырнă хĕрарăмсемпе тĕрленĕ кĕпеллĕ арçынсем уява хăйне евĕр илем кĕртрĕç. Ялти артистсем пысăк сцена умĕнче вăйă каларĕç. Кайăк хурсем пек карталанса илемлĕ юрларĕç. Вĕсен уçă та янăравлă сассисем инçете-инçете кайрĕç. Ĕçпе юрă тата спорт уявĕн савăнăçлă пайĕ хыççăн районти художество пултарулăх коллективĕсен концерчĕ пуçланчĕ. Пирваях пысăк сцена çине районăн пĕрлештернĕ хорĕ тухрĕ. И.Тукташ сăмахĕсемпе Г.Лебедев кĕвĕленĕ "Чăваш Республикин Гимнне" мăнаçлăн шăрантарчĕ. Сергей Просвирновпа Ильдус Шайдуллин хăватлă сасăллă солистсем юрра çĕнĕ сăн кĕртрĕç. Çавăн пекех "Поклонимся великим тем годам", "Савнă ялăм хитре" юрăсем те илемлĕн шăранчĕç. Хырхĕрри ял администрацийĕн художествăлла пултарулăх коллективĕн (ертỹçи Р.Морозова) репертуарĕнче "Березовые сны", "Сад янăрать" юрăсем пулчĕç. Çамрăка салтака ăсатнине те аван кăтартса пачĕç. Районти культура çурчĕ çумĕнчи Альбина Кокшина ертсе пыракан "Кубняночка" ансамбле пур çĕрте те ăшшăн кĕтсе илеççĕ. Кашни номере тăвăллăн алă çупса йышăнаççĕ. Хальхинче вĕсем пурне те "Ах ты, ночка луговая" вокалпа хореографи композицийĕпе савăнтарчĕç. Чĕчкен ял администрацийĕн артисчĕсем (илемлĕх ертỹçи Татьяна Макарова) чăваш халăх юрри-ташшипе, александровкăсем (Елена Александрова) "Сельские забавы" вокалпа хореографи композицийĕпе, кĕçĕнçĕрпỹелсем (Галина Орешкина) "Сирĕн пек тăвансем таврара çук", "Юри кайрăм Самара" вокалпа хореографи композицийĕсемпе кашнинех ырă кăмăл-туйăм парнелерĕç. Шурут ял администрацийĕнчи арçынсен ансамблĕ (Михаил Бархонов) чăваш такмакĕсемпе, салтак юррисен попуррипе, тукайсем (Галина Степанова) "Наш город", "Течет ручей" юрăсемпе, "Чăваш юрри уççăн юхтăр-и" вокал композицийĕпе килентерчĕç. Хирти Сĕнтĕр ял админист-рацийĕн (Павел Иванов) "По высокой траве", "Каким ты был", арçынсен "Убойная сила" ансамблĕ "Çăлтăр витĕр çул курăнать" юрăсене чун-чĕрене хускатмалла юрларĕç. Асанкассисем(Иван Портнов) праçнике килнĕ халăха "Ỹстеретпĕр ылтăн", анатти-мĕрчкассисем (Владимир Галкин) "Юри килтĕм юрлама", эльпуçсем (Минадора Гаврилова) "Купăс сасси янрасассăн" юрăпа ташă композици-йĕсем парнелерĕç. Йỹçшăхальсен (Станислав Данилов0 "Кăпăкланать чăваш сăри", кайнлăксен (Руфина Смирнова) "Айтăр, вăййа тухар-и?" юрăпа ташă композицийĕсем уява пухăннисене ырă кăмăл парнелерĕç. Комсомольскинчи Светлана Ульдина "Тучи в голубом", Марина Волкова "Каçхи уйăх", Наташа Михайлова "Руки мамы", "Каçал" фольклор ансамблĕ "Урамăрсем вăрăм" юрăсене илемлĕ шăрантарчĕç. Концерт программине илем кĕртекенĕ- пирĕн пуласлăх, ачасем. Ку тĕлĕшпе уйрăмах юлашки çулсенче районти искусство шкулĕн хореографи уйрăмĕн(ертỹçисем Татьяна Иванова, Лариса Григорьева) воспитанникĕсем ырă тĕслĕх кăтартаççĕ. Хальхинче вĕсем спорт, чăваш, ковбой, провинциал ташшисене ытла та ла-йăх ташларĕç. Маша Долгова Бухара ташшине çĕкленỹллĕ ташларĕ. Урмаелĕнчи "Мишар" эстрада ансамбльне республикăра кăна мар, кỹршĕ районсенче, Шупашкарта, Хусанта, Мускавра тата ытти хуласенче пурăнакансем те питĕ аван пĕлеççĕ, вĕсен пултарулăхне пысăк хак параççĕ. Акатуйра вĕсем "Татар яшлере" вокалпа хореографи композицийĕ кăтартрĕç. Гульнара Шарипова, Резине Гибатдинова, Ридалия Мингалиева, Ильдус Шайдуллин, Ислам Ялюков солистсем пурне те хăйсен хăватлă сассисемпе тĕлĕнтерчĕç. Районти культура çурчĕ çумĕнчи А.Кокшина ертсе пыракан "Карамелька" ташă ансамблĕ те интереслĕ, хăйнеевĕрлĕ номер хатĕрленĕ. Концерт программине Валентина Курицынапа Сергей Просвирнов лайăх йĕркелесе ертсе пычĕç. Тит Титов дирижер, Владимир Михайлов ерт-се пыракан халăх инструменчĕсен ансамблĕ программа ăнăçлăхĕшĕн сахал мар тăрăшрĕç. Акатуя курма Шупашкартан ытти хăнасемпе пĕрлех Йỹç Шăхалĕнче çуралса ỹснĕ Елена Галкина та килнĕ. Оперăпа балет театрĕн солистки ентешĕсене чăваш халăх юррисемпе саламларĕ. Жюри районти искусство шкулĕнчи музыка уйрăмне çỹрекен Наташа Михайлова юрăçа чи пысăк хак пачĕ. Вера Шимонис юрăç та район администрацийĕн дипломне тивĕçрĕ. Хореографи уйрăмĕн ташăçисем, Александровка, Кайнлăк, Чĕчкен, Анат Тимĕрчкасси ял администрацийĕсен художествăлла пултарулăх коллективĕсем дипломсемпе хаклă парнесем çĕнсе илчĕç. Урмаелĕнчи "Мишар" эстрада ансамбльне Шупашкара, Республика кунне уявлама, Чулхулара федераллă сабантуя тата Мускаври уява чĕннĕ. Вĕсене малашне ỹсĕм хыççăн ỹсĕм тума ырлăх-сывлăх сунар. Акатуя килнисене караоке сцени те кĕтрĕ. Эстрада площадки ăнăçлă ĕçлерĕ. Вăтăртан иртнисене хăйнеевĕрлĕ интереслĕ программа кĕтрĕ. Вĕсене М.Волкова, А.Кокшина, А.Герасимова, Л.Носова культработниксем лайăх йĕркелесе пычĕç. Ачасем компьютерпа, автоматпа тĕрлĕ вăйăсем вылярĕç. Ăстаçăсен хули яланхи пекех хăнасене районти алă ăстисен ĕçĕсемпе савăнтарчĕ. Вĕсемпе эпир вулакансене каярахпа паллаштарăпăр. Обществăлла апатлану системинче ĕçлекенсем пурне те сĕтеклĕ шашлăкпа, тĕрлĕ апат-çимĕçпе сăйларĕç. Сутуçăсемпе предпринимательсем тĕрлĕ тавар сутрĕç. Уяв çỹллĕ шайра иртрĕ.Ярмăрккасенче вăй виçсе халăха тĕлĕнтересси- ĕмĕртен пыракан йăла. Çавăнпах ĕнтĕ кăçал вăрман уçланкинче спорт вăййисем анлăрах та тĕрлĕ енлĕрех пулчĕç. Акă, пляжри волейбол площадкинче чăннипех çивĕч кĕрешỹсем пычĕç. Чылай команда вăй виçрĕ кунта. Д.Фасхутдиновпа Р.Фасхутдинов (Комсомольски) чи ăста вылянине çирĕплетрĕç, пĕрремĕш вырăна тата Акатуйăн асăнмалăх парнине тивĕçрĕç. Комсомольскинчи С.Счетчиков вара автомашинăна вырăнтан хускатса туртассипе палăрчĕ. Автанла çапăçассипе В.Петрова (Вăрманхĕрри Чурачăк) çитекенни пулмарĕ. Ал вăйĕпе кĕрешекенсен (армреслинг) секторĕнче те халăх йышлă пулчĕ. Спортсменсем икĕ ушкăнра тупăшрĕç- пĕринче 75 килограмм таранхисем, тепринче- 75 килограмран йывăртараххисем. Пĕрремĕш ушкăнĕнче В.Калашников, иккĕмĕшĕнче М.Каримуллин çĕнтерỹçĕсем пулса тăчĕç. Кире пуканĕ йăтакансем те çавăн пек виçесенчех хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç. Кунта вара Шурутран килнĕ А.Ложковпа пирĕн ентеш В.Голланцев çĕнтерỹçĕ ята тивĕçрĕç. Ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен площадкинче кавир çинче кăçал çĕнĕмăратсем палăрчĕç. М.Филиппов (58 килограмм), В.Малышев(63 килограмм), В.Шельтямов (69 килограмм), А.Малышев(74 килограмм) ăста кĕрешсе Акатуй парнисене çĕнсе илчĕç. Р.Хамбиков вара 74 килограмран йывăртарах виçеллисем хушшинче чи вăйли пулчĕ. Çак енĕпе кĕрешсе В.Шельтямов така хуçи пулса тăчĕ. Тутарла-пушкăртла кĕрешекенсем хушшинче такана Р.Хамбикова парнелерĕç. Кăçал ипподромра юланутçăсем кăна хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç. Пĕрремĕш вырăн "Красный маяк" кооперативри А.Самаринăн. Вăл старта "Трюк" лашипе тухрĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсем - "Победа" кооператив юланутçисен. Вĕсем- И.Арбузовпа В.Абисов. Çак кун старта 11 юланутçă тухрĕ. Куракансем пурне те алă çупса саламларĕç. Спортпа туслисем ытти енлĕ кĕрешỹсене хутшăнчĕç, уявăн парнисене тивĕçрĕç.


"Каçал Ен"
15 июня 2005
00:00
Поделиться