Сывлăха сыхлас ĕç: ĕнер, паян, ыран
Сывлăха сыхлас ĕç енĕпе паракан патшалăх гарантийĕсен программине пурнăçлама 2004 çулта 3 миллиард тенке яхăн уйăрса панă. Иртнĕ çул медицина техники ытларах туяннă, çемье врачĕн тата 50 офисне хута янă. Республикăра пурăнакансен сывлăхĕн çивĕч ыйтăвĕсене программа-тĕллев лартса татса пани хăрушă шыçă чирĕсемпе чирлекенсене çăлса хăварма, сахăр диабечĕпе тата гипертонипе йывăр чирлекенсен хисепне чакарма май пачĕ. Пĕрремĕш хут чирлекенсен шучĕ палăрмаллах чакать, çынсем туберкулез чирне пула сахалтарах инвалида тухаççĕ тата вилеççĕ. Раççейпе танлаштарсан наркомани тата СПИД чирĕсемпе эпидемиологи кăтартăвĕсем темле япăхах мар. Алкоголь шĕвекĕпе иртĕхнине тĕрĕслессине вăйлатас тата алкоголизма асăрхаттарас енĕпе йышăннă ятарлă указа пурнăçлани алкоголь суррогачĕсемпе наркăмăшланакансен шутне 42,4 процент, алкоголь психозне 7 процент чакарма пултарчĕ. (ЧР Президенчĕ Н.Федоров Чăваш Патшалăх Канашне янă Çыруран). ЧР Правительстви тата Чăваш Ен Президенчĕ республикăри халăх сывлăхне çирĕплетес енĕпе чылай тăрăшаççĕ. Çак енĕпе тĕллевлĕ нумай программа, саккун йышăннă. Вĕсенчен чи пĕлтерĕшли- ялсенче çемье врачĕн офисĕсем йĕркелесси. Юлашки çулсенче пирĕн районта та вăл енĕпе нумай ĕçленĕ. Чи малтан Аслă Чурачăкра çемье врачĕн офисĕ уçăлчĕ. Ун хыççăн Шурут участок больницин никĕсĕ çинче офис хута кайрĕ. Каярахпа Аслă Çĕрпỹелĕнче тата Комсомольски район больницинче офиссем ĕçлеме пуçларĕç. Вĕсене хута ярас енĕпе район администрацийĕ, тĕп больница тата спонсорсем нумай тăрăшнă. Хальхи вăхăтра Çĕнĕ Мăрат участок больницинче тепĕр офис уçас енĕпе хатĕрленỹ ĕçĕсем пыраççĕ. Юсав ĕçĕсене районти юсавпа строительство участокĕнче вăй хуракансем пурнăçлаççĕ. Офиссене паянхи куна тивĕçтерекен медицина хатĕ-рĕсем вырнаçтарнă. Ял çыннисем унта тăрăшакансен ĕçĕпе кăмăллă. Офиссенче аслă пĕлỹллĕ тухтăрсем пурри питĕ паха. Чирлесен кашнинчех район больницине кайса çỹреме кирлĕ мар. Ялсенчех вăл е ку чиртен рецепт çырса параççĕ, сиплев курсне йĕркелеççĕ. Вырăнтах аптека, физиотерапи, шăл кабинечĕ, кăнтăрлахи стационар пулни ял çыннисемшĕн чăннипех те паха. ЧР Правительстви ялсенче пурăнакансене медицина пулăшăвĕ парассине лайăхлатас тĕллевлĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ ЧР Президенчĕ Патшалăх Канашне янă Çырура сывлăха сыхлас ĕç отраслĕ çине пысăк тимлĕх уйăрнă... "...пирĕн умра тăракан тĕллевсем сывлăх сыхлавĕн тытă-мĕнче малалла улшăнусем тума ыйтаççĕ. Малтанхи медицинăпа санитари пулăшăвĕ валли уйăракан укçа-тенкĕ шайне ỹстернисĕр пуçне пирĕн çĕнĕ технологисемпе ку чухнехи сиплев методики тата медицина пулăшăвĕпе тивĕçтересси çине куçмалла. Пулăшу памалли пахалăх стандарчĕсем- медицинăра вăхăт ыйтăвĕ кăна мар, пурнăç ыйтăвĕ те. Пирĕн çĕнĕ кардиологи центрĕ федераци тĕп клиникисенчен кая мар операцисем туни- эпĕ паян асăннă конкурентлăх палли". Çак сăмахсем Президентăн. Малашне республикăра та, районта та сывлăха сыхлас енĕпе палăрмаллах улшăнусем кĕтме пулать. Районта ĕнерхипе танлаштарсан халăх сывлăхне сыхлас енĕпе чылай ĕç тунă. Паян та çак енĕпе тăрăшаççĕ. Малашнехи тĕллевсем те пур. Районта сывлăха сыхлас енĕпе 500 ытла медицина ĕçченĕ тăрăшать. Вĕсенчен 52-шĕ -аслă пĕлỹллĕ специалистсем. 200 ытларахăшĕ ятарлă медицина пĕлĕвĕ илнĕ. Вĕсем 30 яхăн медицина учрежденийĕсенче вăй хурса халăх сывлăхĕшĕн тăрăшаççĕ. Юлашки çулсенче больницăн пурлăх никĕсĕ пуянлансах пырать. Компьютерсем туяннă, чĕрене тата ытти органсене тĕрĕслекен аппаратсемпе пуянланнă. Больницăра чирлисене эмелпе çеç мар, тĕрлĕ меслетсемпе те сиплеççĕ. Кунтах массаж, физкультура, физиотерапи кабинечĕсем пур. Чи лайăх эмел-_ медицина ĕçченĕсен ырă сăмахĕ, кăмăлĕ.
"Каçал Ен"