Çемье врачĕн уйрăмĕнче
Аслă Çĕрпỹелĕнче çемье врачĕн уйрăмĕ уçăлнăранпа декабрь уйăхĕнче 3 çул çеç çитет-ха. Апла пулин те, вăл таврара ырă ят çĕнсе илчĕ те. "Ырă кăмăллă та тăрăшуллă, пире сиплесе ура çине тăратас тесе вăй-халне шеллемеççĕ. Тавтапуç вĕсене",- теççĕ ял çыннисем кунти шурă халатлă ĕçченсем пирки. Уйрăм унчченхи ача садĕн-че вырнаçнă. Пĕрремĕш хутра поликлиника, иккĕмĕшĕнче- стационар. Пур çĕрте те тирпейлĕ, таса, хăтлă. Медработниксем чирлисене ăшшăн йышăнаççĕ, кашнинех тивĕçлĕ пулăшу пама тăрăшаççĕ. Шăл кабинетĕнче А.В. Тихонов врач 10 çул ытла ĕçлет. Ун пирки таврара тах-çанах ырă ят сарăлнă. "Лайăх сиплет, ĕçе тĕплĕ тăвать",- теççĕ пациентсем. Ăна В.М. Иванова медсестра пулăшса пырать. Вăл санитарка ĕçне те хăех тăвать. Сан-эпиднадзорăн районти филиалĕнче ĕçлекенсем те кунта пĕр кăлтăк та тупаймаççĕ. Л.В.Наумова акушерка, З.П.Козлова медсестра, И.И.Молокова лаборантка, чи пысăк категориллĕ фельдшер А.А.Анисимов медицина ĕçĕнче 30 çул ытла тăрăшаççĕ, шаннă çĕрте тỹрĕ чунпа çине тăраççĕ. А.В.Гаврилов медбрат ĕçлеме тытăннăранпа çулталăк та çитмен-ха. Апла пулин те, пациентсем ăна хисеплеççĕ, юратаççĕ. Физиотерапи кабинетĕнче тĕрлĕ процедурăсем тăваççĕ. Шурă халатлисем ĕçсене ти-вĕçлипе йĕркелесе пыраççĕ. О.П.Родионова массажиста чылай çын тав тăвать. Е.В.Арсентьева медсестра компьютера алла илет, унта кирлĕ документаци кĕртет. Г.П.Кольцова- ача-пăча медсестри. Пĕлтĕр Аслă Çĕрпỹел ял администрацийĕнче 15 ача çуралнă. Кăçал- 5 ача. Шел пулин те, хальлĕхе кунта учета тăнă йывăр çын хĕрарăмсем çук. "Çулталăк вĕçлениччен пулĕç-ха",- тет медработник. Çулталăка çитмен ачасем- 12, 18 çула çитейменнисем-344. Уйрăмра аптека, буфет та пур. Унта И.М.Рябчикова тата Л.А.Васильева тăрăшаççĕ. З.А. Акчурина медсестра, Ю.А.Зимцова санитарка, Е.В.Рябчикова повар, Е.Н.Петров водитель, А.Г.Петрова завхоз тата ыттисем те шаннă çĕрте тỹрĕ чунпа вăй хураççĕ. Уйрăмри стационарта 10 палата. Унтан пациентсем пĕрре те татăлмаççĕ. Пĕрисем кăнтăрлахи, теприсем талăкĕпех ĕçлекен, виççĕмĕшсем поликлиника çумĕнчи стационарсенче сипленеççĕ. Çĕнĕ Кипеçре, Хирти Сĕнтĕрте, Нĕркеçре, Янкассинче, Тĕвенешре тата ытти çĕрте пурăнакансем те сипленме кунта çỹреççĕ. Вĕсене В.В.Сафронова врач тĕрĕс диагноз лартма тĕрлĕ анализсем партарать, çине тăрсах сиплет. .
"Каçал Ен"