Комсомольский муниципальный округ

Масарсем тирпейлĕхпе палăрччăр

Çак кунсенче Кайнлăк ял администрацийĕн территорине кĕрекен ялсенче пурăнакансем масарсенче вăй хучĕç, вĕсен йĕри-тавра тимĕр-бетон юпасем лартса сеткăпа çĕнĕрен карта тытрĕç. Ку ĕçе арçынсем те, хĕрарăмсем те, ватти те, çамрăксем те активлă хутшăнчĕç. Сеткине Шупашкартан, юписене Чурачăкри тимĕр-бетон изделийĕсен заводĕнчен илсе килтĕмĕр. Йỹнĕ мар халĕ строительство материалĕсем. Акă, пĕр юпи 135 тенке ларчĕ. Троица çывхарать. Çак уяв умĕн ял çыннисенчен кашнийĕ масар çине килсе тăванĕсен вилтăприйĕсене тирпейлет, çумкурăкран тасатать, картисене сăрлать, палăкĕсене, хĕресĕсене юсать. Масар тавра карта тытса тухасси пĕччен тумалли ĕç мар. Çакна Хирти Мăнтăр, Турхан, Йăлмахва, Кайнлăк çыннисем ăнланчĕç. Ял администрацийĕ ыйтнипе пурте кар тăрса масарсем патне тухрĕç. Картасене çĕнĕрен тытма самообложени укçи пулăшрĕ. Ял администрацийĕ тата хам ятпа масарсене тирпей-илем кĕртес тесе тăрăшса вăй хунă тăватă ял çыннисене пурне те тулли кăмăлтан, чĕрери ăшă ту-йăмсемпе тав сăмахĕ калатăп. Çапла çав вăл, пĕччен суран - типсех пырать, халăх сурать- кỹлĕ пулать. Пĕрлешỹре- вăй. Çакна пирĕн нихăçан та манмалла мар. Тăватă ялтан субботнике 100 ытла çын хутшăнчĕ.


"Каçал Ен"
18 июня 2005
00:00
Поделиться